Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр!

21 сентября 2011 г.

СЫСНА ГРИПĔ – хăвăрт сарăлакан вирус чирĕ. Сыснасен тăруках ÿт температури 41-42 градуса хăпарать, ленчешкеленсе каять, апат çимест, сăмси юхать, сунаслать тата ÿсĕрет. Сăмси патĕнче кĕсен евĕрлĕ сийсем курăнма пуçлаççĕ.

Сысна грипне пуçаракансем чирлĕ выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк пулса тăраççĕ. Вĕсем çынсене те чирлеттерме пултараççĕ. Ытларах чухне сысна грипĕ чирлĕ сыснасемпе, кайăк-кĕшĕкпе тачă çыхăнса ĕçленинчен ерет.

Çак грипп вирусĕ апат-çимĕç, оборудовани, инвентарь урлă, аш-какайран тата сыснасене пăхакан çынран та куçма пултарать. Çавăнпа та хуçалăхсенчи сысна фермисен хупă режимпа ĕçлемелле. Хуçалăхсен, кирек мĕнле формăпа ĕçленине пăхмасăр, сыснасене уçăлма кăлармалла мар. Сыснасене кайăк-кĕшĕкпе пĕрле тытмалла марри куç кĕрет. Выльăх-чĕрлĕх апатне пĕçерсе памалла, комбикорма вара ăшăпа пиçĕхтернĕ хыççăн кăна çитермелле. Сыснасене илсе кĕнĕ тата карантинра усрамалли ветеринари требованийĕсене çирĕп пурнăçламалла. Сыснасем патĕнче ĕçлекенсен респираторлă вирус инфекцийĕсем пуррине асăрхасанах вĕсене ĕçлессинчен хăтармалла.

Сысна гриппа чирленĕ пек тыткаланине сиссенех çывăхри патшалăх ветеринари службине е Чăваш Республикинчи Россельхознадзор управленине 8-8352-54-55-63 номерлĕ телефонпа шăнкăравламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика