24 сентября 2011 г.
ЮН КУН районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Район çыннисемпе тĕл пулса калаçма Шупашкартан Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба руководителĕ С.П. Димитриев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килнĕ.
Çак ушкăн район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.П. Фадеевпа пĕрле Анат Чаткас ял поселенийĕнче пулнă, чăн малтан ялти чиркĕве кĕрсе курнă. Кунта ялти активистсем – Г.Майоров, Э.Леонтьев, А.Пыркин, М.Тихонов, Б. Угасин, А.Синелев пуçарнипе – чиркÿ валли халăхран 697 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Халĕ чиркÿре юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ылтăн алăсем Турă çуртне хулари чиркÿрен пĕрре те кая мар илемлетеççĕ.
Ун хыççăн В.П. Фадеевпа С.П. Димитриев ялта çĕр улми типĕтекен пĕчĕк завод тунă çĕрте пулнă. И.Т.Гафаров предприниматель кивĕ ĕне витине туянса анлă стройка пуçарнă. Завод хута кайсан, районта çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе вырнаçтарас ыйту татăлĕ. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем те пулаççĕ.
С.П. Димитриев И.Т.Гафарова пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма патшалăх паракан пулăшу çинчен пĕлтернĕ, завод тунă чух пур енлĕн пулăшма шантарнă.
Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Е.В.Юшин тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н. Никифоров Пăчăрлă Пашьелпе Чукал ял поселенийĕсенче, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.А. Петьков ертсе пыракан ушкăн Чукалти фельдшерпа акушер пункчĕпе ялти Культура çуртне реконструкциленĕ çĕрте пулнă. Чăваш Республикинчи электронлă архивпа кинодокументаци патшалăх архивĕн директорĕ Н.И.Медведев Карапай Шăмăршăри вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулса калаçнă.