Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Партисем кандидатсене палăртаççĕ

24 сентября 2011 г.

Декабрĕн 4-мĕшĕнчи суйлава хутшăнма ирĕк пур çичĕ партирен республикăри икĕ уйрăмĕ ("Единая Россия" тата коммунистсен партийĕ) хăйсен конференцийĕсенче Патшалăх Думипе Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене палăртрĕç ĕнтĕ. Хальтерех ыттисем те конференцисенче парти списокĕпе каякансен тата пĕр мандатлă округсенче суйлава хутшăнмалли кандидатсене çирĕплетрĕç. "Раççей патриочĕсем" партин регион уйрăмĕ питех кармашас темен, Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕн кандидачĕсен йышне пĕрлĕхлĕ суйлав округĕпе (е урăхла – парти списокĕпе) 38 çын хушаматне асăннă, пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе 17 кандидатăн хушаматне суйлав бюллетенне кĕртме йышăннă.

"Раççей патриочĕсемпе" пĕрлех, пĕр кунах, ЛДПР хăйĕн конференцийĕнче суйлавпа çыхăннă ыйтусене кун йĕркине кĕртнĕ. Унăн ĕçне партин вырăнсенчи 18 уйрăмĕ суйланă 29 делегатран 24-шĕ хутшăннă. Вăрттăн сасăласа республикăри списокăн пĕрремĕш пайне парти ертÿçине тата партин Чăваш Енри парламентĕнчи фракцийĕнчи икĕ депутата кĕртнĕ. РФ Патшалăх Думин депутатне партин списокĕпе суйланма çÿлерех асăннă "Жириновский кăйкăрĕсĕсемсĕр" пуçне регион уйрăмĕн нимĕнпе те палăрман тепĕр членне С. Белобаева асăрхама пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика