Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх малалла пырать

24 сентября 2011 г.

РАЙОНТА "Ваттисене – чыс та хисеп" Ыр кăмăллăх уйăхлăхĕ малалла пырать. Шкулсенче класс сехечĕсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, вĕсене аслă ăру çыннисене чĕнеççĕ. Районта тимуровецсен юхăмĕ çĕнĕрен чĕрĕлнине те ырламалла кăна. Тимуровецсем ватă çынсене кил хушшинчи тата çуртри, пахчари ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ.

Паянхи ватă çынсем пурте хăй вăхăтĕнче тăван колхозра, предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче ĕçленĕ, Тăван çĕр-шыва тĕреклетессишĕн тăрăшнă. Шел те, çав ĕç коллективĕнчен чылайăшĕ халĕ çук ĕнтĕ. Апла пулин те ветерансене манăçа хăварас марччĕ. Ял поселенийĕсенче ĕçлекенсен ватă çынсене уяв ячĕпе саламлама манмалла мар. Тепĕр чух пĕчĕк çеç открытка та хаклă парне пекех чуна ăшăтать. Вырăнти депутатсем те хăйсен округĕсенчи ватă çынсене саламлама тивĕç.

Манăн уйрăмах çамрăксене чĕнсе калас килет: ырă ĕç тума васкăр, аслă ăру çыннисене пулăшма тăрăшăр. Ырри яланах ырăпа таврăнать, ватă çынсен пехил сăмахĕ сире кулленхи ĕçĕрте пулăшса пырĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика