Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр кăмăллăх урокĕ

24 сентября 2011 г.

ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ Ватă çынсен кунĕ умĕн районта тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем пулса иртеççĕ.

Сентябрĕн 20-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн библиотекинче ялти шкулăн 4-мĕш класĕнче вĕренекенсем валли Ыр кăмăллăх урокĕ йĕркеленĕ. Урокăн тĕп тĕллевĕ – ачасене ватă çынсене хисеплеме, тав тума вĕрентесси. Хĕр ачасемпе арçын ачасем хăйсен аслашшĕсемпе кукашшĕсем, асламăшĕсемпе кукамăшсем çинчен чунтан хавхаланса каласа панă, вĕсене килти ĕçсенче пулăшнине те манса хăварман. "Пирĕн асаннесемпе асаттесем" ятпа иртнĕ сăвăсен конкурсĕнче вара çамрăк сăвăçсем тупăшнă.

Çакна çирĕп шанма пулать: ачасем октябрĕн 1-мĕшĕнче хăйсен аслашшĕсемпе кукашшĕсене, асламăшсемпе кукамăшсене уяв ячĕпе саламлама манмаççех!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика