Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ вăл ял-йышра

24 сентября 2011 г.

АШШĔНЕ вăл астумасть – Тихон Прокопьевич Данилов рядовой Ленинграда нимĕç-фашисчĕсенчен хÿтĕленĕ чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

– Аттесĕр тăрса юлнă ачасене пурăнма питĕ йывăр килчĕ, – аса илет иртнине Галина Тихоновна Емельянова. – Аннемĕрсене – ĕмĕр-ĕмĕр мухтав, пире вĕсем выçă вилме памарĕç, хăйсем çиес татăка пире çитерсе, нуша тÿссе ачисене упраса хăварчĕç.

Амăшĕ Гальăна питех те вĕрентме тăрăшнă, учительница тăвасшăн пулнă. Шкулта лайăх вĕреннĕскер, çамрăк хĕр алла аттестат илсен Вырăс Чукал шкулĕнче пионервожатăйра ĕçлеме тытăннă. Унтан вăрман варринчи Безднинский паçулккăра кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Ĕçленĕ хушăрах Ульяновск облаçĕнчи Сингелей педучилищинче заочно вĕреннĕ, 1964 çулта дипломлă учитель пулса тăнă.

Кивĕ Чукал тата Асанкасси пуçламăш шкулĕсенче ĕçлесе хăйĕн ăсталăхне туптанă Галина Тихоновна. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан тивĕçлĕ канăва тухнă.

Çамрăк ăрăва вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна "Отличник народного просвещения" знакпа, Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствипе районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Çитмĕл çул тултарать çак кунсенче Г.Т.Емельянова ĕç ветеранĕ. Çулĕсем сахал мар пулин те, чун-чĕрипе çамрăк-ха вăл. Хăй вĕрентнĕ çынсемпе (вĕсем унăн – ялĕпех) тĕл пулсан хавхаланса калаçать, пурнăçа юратма вĕрентет. Килти пахчинче чечексем ĕрчетет, вĕсен илемĕпе савăнса чĕринче çĕнĕ юрă кĕвĕлет...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика