Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асанне, пирĕн анне пул-ха!»

24 сентября 2011 г.

«Асанне, пирĕн анне пул-ха!»

ÇУЛЛА çĕрле утиялсăрах çывăрма пулатчĕ те çенĕкре, сентябрь уйăхне кĕрсенех çил çурçĕр енчен сиввĕн вĕрме, кĕр çитнине систерме пуçларĕ. Пĕр тăвансем те, чÿречи çĕмрĕк, алăкĕ хупăнман пăлтăрта çĕр каçнăскерсем, ир енне шăнса кÿтнĕ, пĕтĕм ÿт-пĕвĕ чĕтреве ернĕ.

– Халĕччен урăлнă пуль, айта пÿрте кĕрер, – терĕ арçын ача аппăшĕпе йăмăкне.

Пилĕк çулхи Ваня труççипе кăна. Чĕлхи çаврăнаймасть унăн, шăлĕсем шаккаççĕ.

Пĕр тăвансем майĕпен пÿрте кĕчĕç. Виçĕ ачаллă çемье пурăнать теме пулать-ши ку çурта; Теприсен мунчи те пысăкрах, тасарах та хăтлăрах. Ашшĕпе амăшĕ асăрхануллă пулманранах çурчĕ çунса кĕлленчĕ вĕсен. Халĕ хуçалăхăн кивĕ лаша витине пăсса тунă çуртра пурăнаççĕ. Хура пÿрт тесен те йăнăш пулас çук. Газ кĕртмен. Ниçта пĕр таса япала çук, вырăнсене курсан... Сĕтел çинче яланхиллех пушă эрех кĕленчисем.

Ашшĕ харлаттарса çывăрать. Пÿртре пирус туртнăран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланать. Амăшĕ килте çук. Ĕçнĕ-ĕçнĕ те "симĕс çĕленне", тухса шăвăннă вăл юлташĕсемпе пĕрле.

– Ара, атте ĕçе каймасть-шим паян; Вăратмалла пуль ăна; – тесе Ваня ашшĕне унтан-кунтан тĕртрĕ. Çапла нумайччен вăратаймарĕ ăна. Юлашкинчен арçын сас пачĕ. Унтан пит-куçне сăтăркаласа:

– Каллех мана эрехпе пĕрле çывăрмалли эмел ĕçтернĕ ĕнтĕ. Хăй таçта çухалнă, – тесе мăкăртатрĕ те арçын, ĕçе кайма тухрĕ. Вăл ачасене асламăшĕ патне леçсе хăварма пулчĕ.

Пĕр тăвансем çийĕсене ăна-кăна уртса ярса ашшĕ хыççăн чупрĕç.

– Пирĕн асанне лайăх. Вăл пирĕншĕн тăрăшать, анне тесех чĕнес килет ăна, – тет пилĕк çулхи Ваня. Арçын ача сăмаха кивçен каймасть. Кам ăшă куçпа пăхнине ăнланать-çке пĕчĕкскер.

Ытларах чухне асламăшĕ патĕнче виçĕ пĕр тăван. Унта кирек хăçан кайсан та хырăма тăрантарма пулать. Амăшĕ вара ĕçкĕç тусĕсемпе пуçтарăнса ларнă хыççăн тухса каять те, эрни-эрнипе таврăнмасть. Иртнинче уйăх курăнмарĕ тăван килĕнче. Хăй пурнăç парнеленĕ пепкесем кирлĕ те мар ăна: мĕн çиеççĕ вĕсем, ăçта çывăраççĕ, нимĕн те интереслентермест çамрăк хĕрарăма. Ачисенчен ытларах эрех хаклă. Кирлех пулсан, темпе те улăштарĕччĕ вăл ачисене, сутса та ярĕччĕ укçалла. Юрать саккунĕ çирĕп.

Лаша пуласси тихаран паллă тенĕ евĕр, Венера ачаранах ĕçе хăнăхмарĕ. Кил хушшинчи ĕçсем те илĕртмерĕç ăна, амăшне пулăшасси пирки те тĕлленмерĕ. Шкулта аран-аран вĕренсе тухнăскер, алла специальноç та илеймерĕ. Кÿршĕ район ачипе паллашрĕ те, хăвăртрах качча тухрĕ. Хуняма-хуняçапа пурăнма пуçларĕ. Анчах чипер кин кăнтăрлаччен çывăрнине, кун каçа пĕр ĕç туманнине курса тăракан хунямăшĕ чăтаймарĕ, ывăлĕпе кинне часрах уйăрса кăларчĕ. Кахалсем кирлех-и ватăсене; Хăйсемпе хăйсем пурăнччăр терĕç вĕсем.

– Халĕ эсир хăвăр пĕр çемье. Хамăр ĕмĕр тăршшĕпе пухнă укçа-тенкĕпе çурт туянса патăмăр. Вăй хурса ĕçлĕр, килĕштерсе пурăнăр, – тесе пиллерĕç те амăшĕпе ашшĕ, чи пирвай кирлĕ япаласем парсах кăларса ячĕç.

Анчах кахал хĕрарăм ĕç çинчен аса илмерĕ, ниçта та ĕçлемерĕ. Умлă-хыçлă ача çуратрĕ вăл, анчах вĕсене пăхасси çинчен шухăшламарĕ. Пĕр тăвансем пĕчĕккĕллех выçăллă-тутăллă ÿсрĕç, ыттисем пек ашшĕпе амăшĕн ăшшине нихăçан та туймарĕç. Çĕнĕ çĕрте Венера хăй пеккисемпе паллашрĕ, эрех-сăра юратакансемпе кун ирттерчĕ. Упăшки те, çемçе кăмăллăскер, арăмĕ хыççăн кайрĕ, ĕçкĕçсен ушкăнне лекрĕ. Хăй еккипе чупрĕ вара пурнăç урапи. Ашшĕпе амăшĕ эрех серепинче, ачисем тутлă çиес те ăшă пÿртре çывăрас вырăнне выçă касăхаççĕ, урамра выртаççĕ, таса мар çÿреççĕ. Хăçан мунча кĕнине те астумаççĕ.

Аслине, Снежанăна, пушшех шалккă: куçĕсем япăх кураççĕ унăн. Витаминлă апат, ытти тутлă çимĕç çеç çимелле унăн, хăйне упрамалла. Инвалида пысăк тимлĕх кирлĕ. Ыттисенчен лайăхрах та пăхмалла пек, анчах кам шеллет ăна; Амăшĕ ача пособине илнĕ хыççăн пĕр-ик кун вылянать те – ĕçĕ те пĕтнĕ. Хăй пек шăпаллă пепкесем патне интерната ярас шухăшлă ашшĕ, анчах ниçта та ĕçлемен мăшăрĕ уйăхсерен паракан укçана çухатасран хăрать. Ытти ачисемшĕн пособи илеймеççĕ.

Виçĕ ача амăшĕ килне тахçантанпа таврăнман. Хунямăшĕ тăхлачăшĕ патне кайса та шырарĕ ăна. Унта та çук. Мĕн тумалла; Арçын виçĕ тĕпренчĕкне пĕччен пăхайманни куç кĕрет, эрехне те аяккинелле тĕртсе ямасть.

Арканма пуçланă çемьери лару-тăру пирки районтисем те пĕлчĕç. Виçĕ ача ашшĕне пакунлисем хăйсем патне чĕнчĕç. Валюк аппан чĕри чул мар, мăнукĕсемшĕн пăшăрханать вăл, çавăнпах ывăлĕпе пĕрле кайрĕ.

– Ачасене хамах пăхатăп. Эрех ĕçместĕп урăх, – терĕ арçын ятарлă комисси членĕсене куçран пăхаймасăр.

Шанма йывăртарах пулсан та, ачасене тăруках пĕр-пĕринчен уйăрма кирлĕ марри паллă. Арçын хăйне йĕркеллĕ тытма, хуçалăхра тар кăларса ĕçлеме пуçласса, ывăлĕпе хĕрĕсене юратнине пĕлтерчĕ.

Чăтаймарĕ асламăшĕн чунĕ, куççулĕ юхрĕ те юхрĕ пĕр чарăнмасăр. Унтан вăл мăнукĕсене хăй те пăхассине пĕлтерчĕ.

Пĕр тăвансен кăмăлĕсем савăк. Кунĕпех пÿртре ăшă, сĕтел çинче вĕри апат.

– Асанне, асанне, эс пирĕн анне пул-ха! Сан патăнта лайăх, пирĕн киле каяс килмест, – терĕ Ваня асламăшне ыталаса.

– Текех ниçта та ямастăп сире. Аçуна та кунта илсе килĕпĕр. Пурте пĕрле туслă пурăнăпăр, – терĕ Валюк аппа мăнукĕсене пуçран шăлса.

"Епле те пулсан ывăла эрех серепинчен çăлмалла. Вара йĕркеллĕ пурăнса кайăпăр. Начар çын марччĕ-ха вăл. Арăмĕ пăсрĕ ăна", – ватă çын пуçĕнче явăнаççĕ шухăшсем.

Вăхăт иртнĕçемĕн Венера тупăнĕ. Ун чухне мĕн кĕтет-ши пĕр тăвансене; Пĕчĕкскерсем тăван амăшĕнчен тахçанах сивĕннĕ, аса та илмеççĕ вĕсем ăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика