Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăл туртнипе

24 сентября 2011 г.

КАШНИ çынах ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать, мĕн палăртнине çине тăрсах пурнăçа кĕртме тăрăшать. Шанăç пур тăк – малашлăх та пур. Пуçа çеç усмалла мар, ытти вара йăлтах хăвăнтан килет.

Карапай Шăмăршăра пурăнакан Э.Старшовах илер-ха. Ĕçрен хăраман, ылтăн алăллă, нимле лару-тăрура та çухалса кайман çын вăл. Ĕçсĕр тăрса юлсан та аптăраса ÿкмен Эдуард Анатольевич. Маларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес шухăшлă пулнăскер, вăл районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытнă. Харпăр хăй ĕçне пуçарса ярас текенсене патшалăх та пулăшу пама хатĕр вĕт.

Центрта Э. Старшова бизнес-план, документсем хатĕрлеме пулăшнă. "Пăр тапраннă" вара: хавхаланса ÿкнĕскер, хресчен чунĕллĕ çын ăратлă сурăхсем, мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем туяннă, вĕсене ĕрчетме пуçланă. Килти пĕчĕк кĕтĕве пăхма вара пĕрре те ансат мар: хăвăнах ветеринар, зоотехник, кĕтÿçĕ-скотник та пулмалла. Ку тĕлĕшпе ăна çемйи те пулăшать: Старшовсем – ĕçрен хăраман çынсем. Йышпа, пĕрлехи вăйпа ĕçсем те курăмлăрах, ÿсĕмлĕрех. Пĕр сăмахпа, ĕç савăнăç кÿрет, кунсăр пуçне пайти те çук мар. Эдуард Анатольевичăн тахçанах тата тепĕр ĕмĕт пулнă: вăл тĕлĕкре те тăтăшах пĕве курнă. Йышлă выльăх-чĕрлĕхе шыв та самаях кирлĕ-çке – витрепе йăтса шăварасси пит ансатах мар. Шутланă – тунă: пыра-киле пĕве çийĕн чĕлтĕркке хумсем чупма тытăннă. Выльăхсемшĕн те ырлăх, тавралăх та илемлĕрех курăнать. Пушăрах вăхăт тупăнсан, тен, малашне кунта вăлтапа пулă тытса йăпанма та май пулĕ-ха. Шăрăх çанталăкра тăрă шывра ишсе-чăмса киленнине мĕн çиттĕр тата; Пĕвере, паллах, хур-кăвакал тытма та меллĕ.

Э. Старшовăн тата тепĕр ăсталăхĕ те пур: тимĕр-тăмăрпа тахçанах пĕр чĕлхе тупнă вăл. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнисĕр пуçне, автомашинăсене юсама, вĕсене "чун кĕртме" те маçтăр ялти ылтăн алăллă ăста. Ун аллинче электрогазосварка та сехечĕ-сехечĕпех хĕлхем сирпĕтме пултарать. Çавăнпах ĕнтĕ унран пулăшу ыйтакансем самай. Вăл вара никама та хирĕçлемест.

– Пурнăçра мĕн те пулин тăвас туртăм пур пулсан, иккĕленсе тытăнса тăмалла мар – çанăсене тавăрса ĕçе пуçăнмалла, – канаш парать харпăр-хăй ĕçне пуçарса ярас кăмăллă çынсене Эдуард Анатольевич. – Чун туртнипе суйласа илнĕ ĕç киленĕç кÿме пултартăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика