01 октября 2011 г.
ОКТЯБРĔН 6-мĕшĕнче, каçхине 19 сехетре Шăмăршăри Культура керменĕнче Чăваш халăх артисчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, пирĕн ентеш Геннадий Большаков çуралнăранпа 50 çул çитнине халалласа Театр уявĕ иртет. Куракансене К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем А.Пăртта çырнă "Укçа чул кастарать" икĕ пайлă пьеса тăрăх лартнă спектакльпе савăнтарĕç. Театрăн илемлĕх ертÿçи - СССР халăх артисчĕ, пирĕн ентеш Валерий Яковлев.
Пурне те театр уявне - хамăрăн паллă ентешсем вылянине курса савăнма йыхравлатпăр!