01 октября 2011 г.
"ИСТОК" ООО сĕт-çу ферминче ĕçлекенсем çак кунсенче уйрăмах савăнăçлă: нумаях пулмасть Беларуç республикинчен илсе килнĕ хура-ула голштинизированнăй ăратлă пушмак пăрусем умлă-хыçлăн пăрулама тытăннă. Хальлĕхе 15-ĕшĕ пăруланă, çамрăк выльăхсем таса та сывă.
Хуçалăхра хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсем 500 пуç ытла, çав шутра сăвакан ĕнесем – 200. Август уйăхĕнче Беларуç республикинчен чи таса ăратлă 100 пуç пушмак пăру туяннă. Выльăх апачĕ çителĕклĕ, утăпа сенажа вара çулталăк çурăлăх хатĕрленĕ.