01 октября 2011 г.
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ республикăри "Чăваш Ен – туристсен ориентирĕ" фестивале хутшăннă. "Спорт. Туризм. Кану" ятарлă выставкăна хутшăнса шăмăршăсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă. Наука ĕçĕсене, брошюрăсене, информаци буклечĕсене, видеоматериалсене пурте пысăк хак панă.
Çавăн пекех, парк ĕçченĕсемшĕн çĕнĕ турист маршручĕсен презентацийĕ, "Атăл Çи тăрăхĕнче туризм сферинче килĕштерсе ĕçлесси", "Чăваш Республикинчи экскурсисем йĕркелес ĕç проблемисем" темăсемпе йĕркеленĕ çавра сĕтелсем те ăнăçлă иртнĕ.
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ "Туристла Чăваш Ен калейдоскопĕ", "Рюкзакпа – тĕнче тавра" тата "Экскурсиллĕ Чăваш Ен" конкурссене хутшăнса тĕрлĕ номинацисенче харăсах виçĕ диплома тивĕçнĕ.