01 октября 2011 г.
АНАТ ЧАТКАС ял поселенийĕнчи ялсенче пурĕ 287 кил шутланать. Ытти çĕрти пекех кунти халăх та килти хушма хуçалăха аталантарать: выльăх-чĕрлĕх усрать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Ялсенчи ватăсем çамрăксене ăс параççĕ, кил-çурт таврашĕнче те вăй çитнĕ таран пулăшаççĕ. Хăйсен пурнăçне пархатарлă ĕçре ирттернисем нумайăн кунта.
Ял поселенийĕнче пурăнакансенчен чи ватă хĕрарăм – О.Воробьева. Олимпиада Трофимовна, 1918 çулта çуралнăскер, Тури Чаткасра пурăнать. Хăйĕн пурнăçĕнче савнăçне те, хуйхи-суйхине те сахал мар курнă. Вăл темле йывăр вăхăтра та хуçăлман. Пуринпе те пĕр тан ĕçленĕ, пĕр ĕçрен те хăраса тăман.
1930 çулта Анат Чаткасра çуралнă Николай Михайлович Воробьев – арçынсенчен чи ватти. Вăл хăйĕн кун-çулне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Хальхи вăхăтра пĕчченех пурăнать, шел, мăшăрĕ нумай пулмасть çĕре кĕчĕ. Старик чăх-чĕп тытать, кил-çуртра, хуçалăхра ĕçлесе кун кунлать. Вĕсем мăшăрĕпе 7 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Н.Воробьев патне мăнукĕсем те килсех çÿреççĕ.