01 октября 2011 г.
Аркадий Дмитриевич Матросов, Зиновий Петрович Волков, Степан Максимович Борисов (чи ватти – 96 çул тултарать) Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Виççĕшĕ те ялти сумлă çынсем. Вĕсене ял-йыш хисеплет.
101 çулти Александра Сергеевна Степанова та пурнăç кĕнекине туллин "вуласа" тухнă, хура-шурне нумай курнă. Ĕмĕр тăршшĕнче мĕн пулса иртнине веçех каласа пама пултарать, шÿтлеме те юратать.
Чукал ял поселенийĕнче Ватăсен кунне халалланă уявра тивĕçлĕ канăва тухнă çынсен тем çинчен те аса илсе калаçмалăх пур. Ĕлĕкхи юрă-такмаксене те вĕсем шăрантарса пама ăста. Уяв ячĕпе салам, ялти активистсен пĕчĕк концерчĕ вĕсен кăмăлне уçаççех, пурăнма хавхалантараççех ĕнтĕ.