01 октября 2011 г.
САВĂК юрă саламĕпе ялти ватăсен кăмăлне уçаççĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнчи "Шăнкăрав" фольклор ушкăнĕнне çÿрекен хастарсем. Чĕререн тухакан салампа тав сăмахĕ асатте-кукаçей, асанне-кукамай валли пулĕ паян. Аса илÿсем... Савăнăç куççулĕсем...
Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче 400 яхăн ватă пурăнать. Вĕсем хушшинче чи аслисем Пелагея Федоровна Семенова, 1917 çулта çуралнă, тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем Аркадий Николаевич Федоровпа Степан Федорович Лукьянов, 1926 çулхисем.