01 октября 2011 г.
ЭПĔ, Хамит Каюмович Айнетдинов, 1930 çулта Асанкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачаллах колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшрăм, шкул пĕтерсен механизатор профессине суйласа илтĕм. Нумай çул хушши ДТ-54 тракторпа тăван колхозра ĕçлерĕм. Юлашки вунă çул хушши выльăх-чĕрлĕх ферминче скотникра тăрăшрăм. Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем илме тивĕçрĕм, ăмăртура çĕнтернĕшĕн знакпа чысларĕç.
Мăшăрăмпа – Беню Керимовнăпа – виçĕ ывăлпа пилĕк хĕр çуратса ÿстертĕмĕр, пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр.
Аслă ывăл – Рафаел – нумай çул хушши Коми республикинче ĕçлесе пурăннă хыççăн тăван яла куçса килесси çинчен пĕлтерчĕ. Кунта аслашшĕ çурчĕ пушах ларать вĕт-ха. Çак çурта тĕпрен юсаса пурăнма пуçласшăн. Кун пирки Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕн пуçлăхĕпе В.В. Угаринпа тата Л.В. Драгунова специалистпа калаçса пăхнă, вĕсем Рафаел шухăшне ырласа йышăннă. Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев вара савăнсах кайрĕ: "Ентешсем тăван яла таврăннине эпĕ чунтан мухтатăп!" терĕ. Тавах вĕсене ырă сăмахшăн.
Эпир, ваттисем, çамрăксене шанса пурăнатпăр. Вĕсенче – ял пуласлăхĕ, пурнăç тĕрекĕ. Çамрăксем тăван ялта тĕпленсе пурăнсан ялсем пĕтмĕччĕç, ача сачĕсем те, шкулсем те хупăнмĕччĕç. Яла килĕр, çамрăксем!