01 октября 2011 г.
ЫРĂ çынна тĕл пулсан ĕç ăнать теççĕ, унпа курса калаçсан кăмăл уçăлать. Шăпах çакăн пек çынсен шутне Пуянкассинче пурăнакан Л.Антонована кĕртесшĕн.
Кахăрлă Шăхаль ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнăскер, мĕн пĕчĕкрен çăкăр хакне ăнланса çитĕннĕ вăл. Кил-çуртри ĕçсене те пурнăçланă, йăмăк-шăллĕне те пăхнă. Колхоз ĕçне те хастар хутшăннă, ял хушшинче лайăх енсемпе çеç палăрса тăнă.
Шкулта та лайăх паллăсемпе вĕреннĕ вăл. Пуянкассинчи шкул хыççăн Тутарстанри Хурăнвар Шăхаль шкулне пĕтернĕ. Алла аттестат илсен ăна Анат Чаткасри шкула пионервожатăй пулса ĕçлеме чĕннĕ. Ĕç кĕнеки Л.Антонован çапла уçăлнă.
Лидия Петровна нумай çул хушши, 30 çула яхăн, Пуянкасси ял Совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма юратманскер, нимĕнле чăрмав умĕнче те чарăнса тăман. Шăпах вăл тăрăшнипе ялсенче тирпей-илемшĕн кĕрешме, пÿртсем умне чечексем акса-лартса ÿстерме тытăннă. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ялсен сăнĕ илемленнĕ.
Лидия Петровнан пултарулăхне, ĕçченлĕхне, хастарлăхне нумай Хисеп грамотипе палăртнă. Вĕсен шутĕнче Чăваш АССР Аслă Совечĕн тата Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем те пур. Вăл "Ĕç ветеранĕ" медале илме те тивĕçнĕ.
Ял Советĕнче пуç çĕклеми ĕç нумай пулсан та, Л.Антонова ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕн ĕçне те хастар хутшăннă. Унпа пĕрлех мăшăрĕ те, Виталий Николаевич, "Ахаяс" фольклор ушкăнне çÿренĕ, куракансене юрă-ташăпа савăнтарнă. Кунта В.Антонов ăста купăсçă пулнине те палăртса хăвармалла.
Антоновсем пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кашнинех тивĕçлĕ воспитани панă. Ватăсене паянхи кун пилĕк мăнукĕ савăнтарать. Вĕсем те аслисем пекех маттур та ĕçчен çитĕнеççĕ, пĕр ĕçрен те хăраса тăмаççĕ.
Антоновсен çемйи – ялти сумлă çемьесенчен пĕри.
Кил-çурчĕ те тирпейлĕ, илемпе иртен-çÿрене савăнтарать. Пÿрт умĕнчи пахчара çуркуннерен пуçласа мĕн кĕркуннечченех тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, кăмăла çĕклеççĕ. Пÿртре те вун-вун савăтпа чечек ешерет. Карта тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усраççĕ вĕсем. Çавăн пекех фермер хуçалăхне те тытса тăраççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, алă усса лармаççĕ, ĕçре киленĕç тупаççĕ.
Тивĕçлĕ канура пулсан та, Лидия Петровна ялти обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Ăна ялти ветерансен пĕрлешĕвĕн председательне суйланă. Вăл кашни çулах, ял поселенийĕн пуçлăхĕпе канашласа, ватăсене тĕрлĕ çул çÿреве илсе тухать. Кун-çул уттинчен юлса, çулсем иртнишĕн хурланса ларма шутламасть-ха Л.Антонова. Пурнăçа юратса, унăн илемĕпе хавхаланса пурăнать.