01 октября 2011 г.
Çăмăлах пулман çав Вальăн ачалăхĕ. Çапах та нăйкăшман вăл: шкулта та тăрăшса вĕреннĕ, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, килте ватă асламăшĕпе амăшне вăй çитнĕ таран пулăшнă, хăйĕнчен кĕçĕн Надьăпа Марина йăмăкĕсене те пăхма ĕлкĕрнĕ сăпайлă та ĕçчен хĕрача.
Шăмăршăри вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан В.Шамеева Владимир облаçĕнчи Юрьев-Польски хулинчи ял хуçалăхĕ валли бухгалтерсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кайса кĕнĕ. Тепĕр çултан, дипломлă пулса, "Шемуршинский" совхозра бухгалтер-статистик пулса ĕçлеме тытăннă.
Çак вăхăтрах совхозăн тĕп усадьбинче ферма заведующийĕ пулма Кивĕ Шăмăршă каччине Герман Ларшникова çирĕплетнĕ пулнă. Пысăк ферма ертÿçин, паллах, тĕрлĕ ыйтусемпе час-часах кантура кĕрсе тухма тивнĕ. Çакăнта паллашнă та ĕнтĕ çамрăк каччă илемлĕ сăн-питлĕ те чипер хĕрпе. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн тытса утмалли мăшăр пуласси акă вăл, кунтах ларать, куç умĕнчех... "Пĕрре курсах саврăм-ши;" юрăри сăмахсене Герман хăйĕн вĕри чĕрипе туйса ĕненнĕ хальхинче... Валентина та пĕрре курсах килĕштерет яштака качча.
Йĕкĕт хăйĕн шăпине алăран вĕçертмен: тепĕр çултан, 1977 çулхи май уявĕнче, çамрăксем туй кĕрлеттернĕ.
Шăпа тени çапла ĕнтĕ вăл, Герман Николаевич хăйĕн пурнăçне малалла Васанти вăтам шкулпа çыхăнтарать, малтан физкультура учителĕ пулса ĕçлет. Ульяновскри педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн вара ачасене истори предметне вĕрентме пуçлать. Валентина та малтанласа çак шкултах делопроизводитель пулса тăрăшнă, каярах вара пултаруллă çамрăк хĕрарăма ялти клуб заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Чунтан парăнса ĕçлет çак ĕçре Валентина Николаевна. Ялти çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупса мĕнле кăна мероприяти хатĕрлесе ирттермен-ши вăл 12 çул хушшинче! Районти тĕрлĕ уявсемпе конкурссенчен асъялсем яланах малти вырăнсене йышăнса хаклă парнесĕр нихăçан та таврăнман. Çамрăксемпе ĕçленĕ хушăрах пултаруллă культура ĕçченĕ ватăраххисене те манман, Кивĕ Шăмăршăри клуб çумĕнче, ялти хастарсене пĕрлештерсе, районта чи малтанхи фольклор ушкăнне йĕркелесе янă. Ялти, кÿршĕ ялсенчи, районти, Ульяновскпа Тутар республикинчи сценăсем çинче миçе хутчен кăна кăтартса савăнтарман-ши асъялсен фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне! Республикăра пулса иртекен конкурссемпе фольклор фестивалĕсенче те яланах лайăххисен шутĕнче пулса Дипломсемпе Хисеп хучĕсем, хаклă парнесем илме тивĕçнĕ, темиçе хутчен те лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Мускавра пулса иртнĕ Раççейри халăхсен наци культурин кунне хутшăнма тивĕç пулни те çакнах çирĕплетсе парать мар-и; Паллах, кунта Валентина Николаевнан тÿпи те сахал мар. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "1987 çулхи районти чи лайăх культура ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса чысланă.
Каярах В.Ларшникова ялти библиотека заведующийĕ, Васан ял Совет ĕçтăвкомĕн бухгалтерĕ, Госстрах агенчĕ пулса тăрăшнă. Шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн ăна пур çĕрте те хисепленĕ, ĕçри пултаруллăхшăн темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, хаклă парнесем парса чысланă. Ял хушшинче те хăйĕн сăпайлăхĕпе, ăшă куллипе, ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăртса ырă ят çĕнсе илнĕ Валентина Николаевна. Герман Николаевичпа иккĕшĕ вĕсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме, мăшăрлантарса çемье çавăрма, çуртлă-йĕрлĕ пулма пулăшнă.
Телейлĕ асаннепе асатте халĕ кăçал пĕрремĕш класа кайнă Ромапа иккĕ çеç тултаракан Настя мăнукĕсене пăхса савăнаççĕ, татах та мăнуксем хутшăнасса кĕтеççĕ...
"Манăн телейĕм – юратнă мăшăрăмпа ачасенче, мăнуксенче, ял-йыш хутлăхĕнче", – тет паян çÿçĕсене кĕмĕл тĕс çапнă Валя аппа.
Çак кунсенче Валентина Николаевна 55 çул тултарнине паллă тăвать, тăванĕсемпе, ачи-пăчипе, ял-йышпа пĕрле кĕр мăнтăрĕпе кĕрекене ларма хатĕрленет. Телей те çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул сунас килет ăна. Ачусенчен пархатар курмалла пултăр, мăнукусем савăнăç парнелеччĕр! Малашне те ял-йыш хисепĕнчен ан тух.