Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх çул-йĕрĕ паллă

28 сентября 2011 г.

"ПĔРЛĔХЛĔ РАÇÇЕЙ" партин Мускавра иртнĕ съезчĕ халăха тахçанах хумхантаракан-калаçтаракан икĕ ыйтăва туллин уçăмлатнă – парти кам ертсе пынипе раштавăн 4-мĕшĕнчи Патшалăх Думин суйлавне хутшăнĕ тата çитес çулхи пуш уйăхĕнчи çĕр-шыв Президенчĕн суйлавĕнче влаç кандидачĕ кам пулĕ.

Съездăн иккĕмĕш кунĕнче пĕтĕмпех хăйĕн вырăнне ларчĕ: суйлав списокĕн пĕрремĕш йĕркинче – Дмитрий Медведев. Малашлăхра Раççей Правительствине ертсе пырас туртăмпа. Паллах, Президент суйлавĕ хыççăн. Президент должноçне йышăнма вара "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти съезчĕ Владимир Путин кандидатурине сĕнчĕ.

Съезд делегачĕсем кандидатсен списокне çирĕплетнисĕр пуçне партин суйлав умĕнхи программишĕн те сасăларĕç.

Съезд ĕçне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăнчĕ. Делегатсен йышĕнче – республика Президенчĕ Михаил Игнатьев, республика пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи – вице-премьер Александр Иванов, партин Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи фракцийĕн ертÿçи Владимир Мидуков, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" АУО генеральнăй директорĕ Юрий Попов, Шупашкар тата Çĕмĕрле хула пуçлăхĕсем Леонид Черкесовпа Сергей Яргунин тата партин регион уйрăмĕн хастарĕсем. Парти Уставĕпе килĕшÿллĕн съезд ĕçне делегатсен йышĕнче Генеральнăй Канаш членĕ, партин регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский, партин Аслă канашĕн членĕ Николай Федоров сенатор, Генеральнăй Канаш членĕ, "Промтрактор" АУО наладчикĕ Владимир Романов хутшăнчĕç. Вĕсем съездăн тематика секцийĕсенче ĕçлерĕç. "Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ – çĕр-шыв аталанăвĕн никĕсĕ" секцире Михаил Игнатьев Президент Раççей Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕпе Виктор Зубовпа, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕпе, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Аслă Канашĕн Председателĕпе Борис Грызловпа, çĕр-шывăн ял хуçалăх министрĕпе Елена Скрынникпа республикăри агропромышленноç аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç.

Икĕ кунхи ĕç тата виççĕмĕш кунри Медиафорум хыççăн съездăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. Раштав уйăхĕнче унăн иккĕмĕш тапхăрĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика