Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картиш выльăхпа илемлĕ

28 сентября 2011 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Çĕнтерÿ урамĕнчи Александрпа Вера Степановсем 5 çул ĕнтĕ икшер ĕне усраççĕ. Кунсăр пуçне ĕçчен çемьен кил картинче – вунă сурăх (путексемсĕр пуçне), çитĕннĕ виçĕ пуç сысна (икĕ ама сыснана çăвăрлаттарма ĕмĕтленеççĕ), икĕ пысăк вăкăр, йышлă чăх-чĕп.

Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Арендăна илнĕ пĕр гектар çĕр çинче Степановсем нумай çул ÿсекен курăк акса ÿстереççĕ, утă çителĕклĕ хатĕрлеççĕ. Пахчара тухăçлă çĕр улми тата чĕкĕнтĕр çитĕнтереççĕ.

Сĕт тата аш-какай сутни ĕçчен çемьене килти хуçалăха малалла аталантарма сисĕмлĕ пулăшу парать. Степановсем хăйсен йывăç çуртне тулашĕнчен силикат кирпĕчпе илемлетнĕ, кивĕ çивиттине улăштарса çутă тимĕр листисемпе витнĕ. Кунсăр пуçне кăçал çĕнĕ лупаспа вите те тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика