Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам чупать – сывлăхлă пулать!

28 сентября 2011 г.

ВЫРСАРНИ КУН пирĕн районта Пĕтĕм Раççейри "Нацисен кросĕ – 2011" чупăва 1702 çын е пĕлтĕрхинчен 200 çын ытларах хутшăннă.

Çак кăтарту район çыннисем, уйрăмах çамрăксем сывă пурнăç йĕркине суйласа илнине яр уççăн çирĕплетет.

Чупăва Шăмăршă, Палтиел, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсенче пурăнакансем уйрăмах йышлăн хутшăннă.

Шăмăршăра, спортсменсене çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунса, чупăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев старт пачĕ. Çăмăл атлетикăна юратакансене çавăн пекех Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.П. Димитриев та ăшшăн саламларĕ, Шăмăршăсем ĕçре кăна мар, спортра та çитĕнÿсем тăвасса шанса тăнине палăртрĕ.

VIP-чупура чăн малтан предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем старт илчĕç. Кунта ДРСУ представителĕ И.Паймин – пĕрремĕш, Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Д.Трофимов – иккĕмĕш, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центр директорĕ С.Кузьмин виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕрарăмсемпе хĕрсем хушшинче "Туслăх" ФСК представителĕ С.Удружева мала тухрĕ, Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекин заведующийĕ И.Тимофеева – иккĕмĕш, Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ О.Еремеева – виççĕмĕш вырăнта.

Вĕсем хыççăн ача садне çÿрекенсемпе шкулта вĕренекенсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем тата спорт ветеранĕсем чупрĕç, кашниех мала тухма тăрăшрĕ.

Нацисен кросне хутшăннисене асăнмалăх призпа, çĕнтерÿçĕсене вара Грамотăсемпе хавхалантарчĕç, хăйсен коллективĕсенчен ăмăртăва чи нумай спортсмен илсе тухнă ертÿçĕсене вара "пылак" награда тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика