Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕкри выльăх – вăрă валли ырлăх

28 сентября 2011 г.

ЮЛАШКИ уйăхсенче район территорийĕнче пресуплени тăвасси ÿсмен. Сăмахран, 2010 çулхи сакăр уйăхра районта 155 преступление шута илнĕ пулсан, кăçал çак тапхăрта 102 преступлени пулнине регистрациленĕ. Преступленисен 92,1 процентне уçса панă.

Уйрăммăн пăхсан, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалхи сакăр уйăхра вĕлерессипе хăратасси, асаплантарса пурăнасси (истязание), обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамсенче те, преступлени тăвасси ÿснĕ. Çын çине алă çĕклесси (РФ УК ĕн 115 тата 116 статйисемпе никĕсленсе тăракан айăплав), ют пурлăха вăрласси, çав шутра хваттер çаратасси, ултавлă ĕç (мошенничество) тата экономика преступленийĕсем тăвасси, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем кукăр çул çине тухасси чакнă. Уççăн çаратасси (грабеж) пĕр шайрах юлнă (2 преступлени).

Августри хăш-пĕр преступленисем çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Иртнĕ уйăхра районта алла ирĕке янă 10 факта регистрациленĕ. Çакнашкал преступленисенчен 5-шĕ упăшкисем хăйсен арăмĕсем çине алă çĕкленипе çыхăннă. Çĕнĕ Чукалти пĕр çамрăк ашшĕне хĕнеме те именсе тăман.

Икĕ çамрăк Шăмăршăра ВАЗ-2106 автомашинăн тăватă кустăрмине те кăларса кайнă. Анчах та çак преступление полици сотрудникĕсем кĕске хушăрах уçса панă. Çамрăксен кустăрмасене хуçине тавăрса пама тивнĕ. Кунсăр пуçне, РФ УКĕн 158 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн, явап та тытмалла пулать. Хайпăлари пĕр арçын хăйĕн кÿршин бензопăчкине куç хывнă та канăçне пĕтĕмпех çухатнă. Пĕр каçхине вара текех чăтса тăрайман - верандăри пăчкăна çаклатса хăйĕн килне килсе хунă. Анчах та вăрă ĕçĕ хăçан та пулсан çиеле тухатех – арçыннăн ют пурлăха каялла тавăрса пама тивнĕ.

Халĕ район территорийĕнче никам пăхса тăман выльăх-чĕрлĕхе нумай курма пулать. Çакăнпа усă курса кукăр алăллă çынсем выльăха хăйсен тума та пултараççĕ. Республикăра кунашкал тĕслĕхсем пур. Çавна май кил хуçисене хăйсен выльăх-чĕрлĕхне куçран вĕçертмесĕр пăхса тăма, кăкарса усрама сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика