Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тÿлетĕн – укçа перекетлетĕн

28 сентября 2011 г.

КĂÇАЛ район территорийĕнчи çул-йĕр çинче авари тăвасси ÿснĕ. Пĕлтĕр 8 уйăхра 7 аварире пĕр çын вилнине, тăхăр çын аманнине регистрациленĕччĕ. Кăçал вара çак тапхăрта районта 10 авари пулнă, вĕсенче вун пĕр çын суранланнă.

Аварисенчен виççĕшне кăçал ÿсĕр водительсем тунă, тăватă çын аманнă. Пĕлтĕр 8 уйăхра çакнашкал пĕр аварире пĕр çын суранланнă пулнă. Кашни водителĕн çул çинче хăйĕн пурнăçĕ, салонра ларакан çывăх çыннисем, ытти пассажирсем çинчен шутламалла, палăртнă вырăна тĕрĕс-тĕкĕл çитме тăрăшмалла. Руль умне яланах урă пуçпа ларассине çирĕп йăлана кĕртмелле. Çакна ГИБДД сотрудникĕсем протокол çырассинчен хăранипе мар, чĕре хушнипе пурнăçламалла.

Кăçал ачасем виçĕ аварие çакланнă, виççĕшĕ те аманнă. Халĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, ачасем куллен шкула çÿреççĕ. Çул çинчи тимлĕх пирки вĕсене ашшĕ-амăшĕн куллен аса илтерсе тăмалла. Уйрăмах çул урлă каçнă чухне икĕ еннелле те пăхса илмеллине, çывăхра транспорт килнине курсан тăхтаса тăмаллине ăнлантармалла.

Районта çул-йĕрсен правилисене пăснă фактсем тăрăх ГИБДД инспекторĕсем кăçалхи 8 уйăхра пурĕ 4284 протокол çырнă. Вĕсенчен 93-шĕ – ÿсĕр водительсем руль умне ларнипе, 1692-шĕ – водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, 236-шĕ – çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, 506-шĕ – хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 43-шĕ штраф суммине вăхăтра тÿлеменнипе çыхăннă.

Йĕркене пăснисен штрафа 30 кун хушшинче тÿлесе татма тăрăшмалла. Палăртнă срок иртсен, миравай судья йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, штраф суммине ытларах тÿлеме тивет.

Çула тухсан, водительсен те, çуран çÿрекенсен те тимлĕх чи малти вырăна тухса тăмалла. Кун пек чухне инкек те пулмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика