28 сентября 2011 г.
14 ÇУЛ тултарнисем РФ миграци службин район территорийĕнчи пунктне вăхăтра килни, палăртнă срокра паспортсем илме тăрăшни пире, паллах, савăнтарать. Кăçал 8 уйăхра вĕсене пурĕ 166 паспорт çырса панă. Пĕтĕмĕшле илсен, районти тĕрлĕ ÿсĕмри граждансем валли кăçал пурĕ 790 паспорт хатĕрленĕ.
Паспорт граждансен тĕп докуменчĕ пулни, ăна яланах тирпейлĕ упрамалли пирки нумай калаçатпăр, хаçатра та çыратпăр. Питĕ шел, хăш-пĕрисем кун пирки манаççĕ.
Хальхи вăхăтра чылайăшĕ тĕрлĕ регионсене вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет. Паспортсăр, паллах, çула тухаймастăн. Уйрăм граждансем хăйсен тĕп документне çăмăллăнах тепĕр çынна шанса параççĕ е çăрапа питĕрсе тăман пÿлĕмре тытаççĕ. Çакна пула паспортсем çухалаççĕ е усă курма юрăхсăра тухаççĕ. Тимсĕрлĕхе пула граждансен çĕнĕ паспорт илме тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме, ĕç вăхăтне çухатма тивет. 2011 çулхи 8 уйăхра кăна пирĕн службăра район çыннисем валли çĕнĕрен 144 (!) паспорт çырса памалла пулчĕ, çав шутран çухатнисем вырăнне – 100, юрăхсăра тухнисем вырăнне – 44.
20 тата 45 çул тултарсан граждансен çĕнĕ паспорт илмелле. Хăш-пĕрисем кун пирки аса та илмеççĕ. Тимсĕрлĕх вара вырăнсăр тăкаксем патне илсе пырать. Тĕп документа вăхăтра илменнипе кăçал 68 çыннăн 1500-шер тенкĕ штраф тÿлемелле пулчĕ.
Ют çĕр-шывсене çÿремелли паспорт хатĕрлесси пирĕн службăра çулсерен ÿссе пырать. Сăмахран, 2010 çулхи январь-август уйăхĕсенче районти граждансене 24 паспорт çырса панă пулсан, кăçал çак тапăхрта – 43.
Кăçал района 469 çын пурăнма килнĕ, пропискăна тăнă. Çав вăхăтрах 352 çын регистраци учетĕнчен тухса урăх вырăна куçса кайнă.
Паспортпа çыхăннă хуть мĕнле ыйтупа та граждансене яланах хапăл туса кĕтсе илетпĕр (вырсарни кунпа тунти кунсăр пуçне). Кĕрĕр, шăнкăравлăр.