28 сентября 2011 г.
ÇУЛ çитменнисем преступлени тăвасси кăçал сисĕмлех чакрĕ. Вĕсем 2010 çулхи январь-август уйăхĕнче 8 преступлени тунăччĕ, кăçал çак тапхăрта – 1 преступлени. Анчах та ку – лăпланмалли сăлтав мар. Ашшĕ-амăшĕн хăйсен ачисене яланах тимлĕхре тытмалла, право йĕркисене пăсасран асăрхаттармалла. Çул çитменнисем хушшинче пулакан преступленисем пурте ашшĕ-амăшĕ пăхса-асăрхаса тăман ачасемпе çыхăннă.
Сентябрĕн 19-мĕшĕнче, пирĕн республикăра, çав шутра районта та, "Полици тата ачасем" акци пуçланчĕ. Акци октябрĕн 18-мĕшĕччен пырать. Çак мероприяти тапхăрĕнче полици уйрăмĕн тĕрлĕ службисен сотрудникĕсем шкулсенче право темипе калаçусем ирттерĕç, ГИБДД инспекторĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарĕç, çак темăпа вăйăсемпе викторинăсем йĕркелĕç.
Халĕ кĕркунне пуçланнă май, Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн, ачасен урамра 22 сехетчен кăна çÿреме юрать. Клуб учрежденийĕсен çак вăхăт хыççăн вĕçленекен культурăпа массăллă мероприятийĕсене çул çитменнисен ашшĕ-амăшĕпе е тетĕшĕ-аппăшĕпе пĕрле кăна каймалла.