Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене сума суни – сăваплă

05 октября 2011 г.

ВАТĂСЕН кунне пур предприятире те, учрежденире те паллă турĕç, нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă асанне-кукамайсене, асатте-кукаçейсене сума суса хăнана чĕнчĕç. Çак ырă йăлана Чăваш Республикинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕ те тытса пырать. Налукçăсен пысăк пайĕ Комсомольскинче пулсан та, хăйсене пăхăнса тăракан Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă районĕсенчи ĕçченсем пирки те манса каймаççĕ.

Инçе çула кĕскетсе, налук службинчен тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене хисеплесе ЧР 2-мĕш налук инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Н. Филиппов Шăмăршăри налук инспекцине çитнĕ. Уява килнĕ Т.А. Кудряшована, В.М. Любимована, Р.Т. Сейфутдинована саламласа парнесемпе чысланă.

Тамара Афанасьевнăпа Вера Ивановна хăйсем ĕçленĕ вăхăта ырăпа аса илнĕ. Хăйсен пурнăçĕпе те паллаштарнă. Çулпа ватăсен ретне кĕнĕ пулсан та, чунĕсемпе çамрăк-ха вĕсем. Шÿте те ăнланаççĕ, юрă-ташăра та пултараççĕ. Хисеплĕ ватăсем хăйсене сума сунăшăн Г.Н. Филиппова, Г.Русскаяна, И.Н. Васильевана чĕререн тав тунă, çăмăл мар ĕçре чăтăмлăх, ырă кăмăл, çирĕп сывлăх суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика