Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телее туптама пĕлмелле

05 октября 2011 г.

ВАСАНА пырса кĕрекен урамра, ял варринче, шурă сайдингпа "çелесе" илемлетнĕ кермен пек çурт ларать. Пахчана хура тимĕр решеткепе пÿлнĕ. Кирпĕч юписем çинчи хунарсем хула сăн-сăпатне аса илтереççĕ. Алăкне уçатăп. Плитка сарнă сукмакпа шалалла утатăп. Авăн уйăхне пăхмасăр, йĕри-тавра чечек йăлкăшать: хĕрли, сарри, шурри... Чăн-чăн юмах тĕнчи! Юнашарах тĕрлĕ сортлă купăста пуçĕсем çуталса лараççĕ, помидор... Хÿме хĕррипе – улмуççи, хура пилеш, йĕплĕ хурлăхан тата палламан тĕмсем. Пысăк лаптăк йышăнакан теплицăн стенисем витĕр шултра çимĕçлĕ помидор аврисем курăнаç.

Пур çĕрте те тирпейлĕх, илемлĕх хуçаланать!

Пÿртрен мана хирĕç кил хуçисем – йăл кулăллă Смаевсем тухрĕç. Ĕçтешĕм – Роза Георгиевна кăмпа маринадланă иккен. Урайĕнче вуншар банка ларать.

– Çырла-кăмпана çÿреме юрататпăр, ăна нумай хатĕрлерĕмĕр кăçал, – пуплет сывлăх суннă май çÿллĕрех пÿ-силлĕ, вăтам кĕлеткеллĕ хĕр арăм. Калаçнă чух сăнĕ ăш-пиллĕхпе çиçсе илет.

– Пахчаран, анкартинчен кĕме пĕлмест мăшăрăм. Ял-йыш калашле, агроном вăл ман. Пахча çимĕç туса илес ăсталăхпа ăна çитекен сахал, – мухтарĕ арăмне Геннадий Семенович.

– Тăрăшни сая каймасть. Çĕр улмипе чĕкĕнтĕр те, улма-çырла та ăнса пулать. Ан ÿркен çеç! – кăмăллăн хушса хучĕ кил хуçи арăмĕ, анкарти енне куç ывăтнă май. Хÿме витĕр сăмавар пек чĕкĕнтĕрсем курăнаççĕ, чăн та.

Выльăх-чĕрлĕх те йышлă тытаççĕ иккен. Сăвакан ĕне (предпринимательсене тепĕр ĕне хаклĕх сĕт сутма та ĕлкĕрнĕ), вăкăр, пăру, хур-кăвакал, чăх-чĕп. Чăн-чăн хресчен çыннисем!

Ăста кулинар та иккен Смаева пенсионерка! Хăй хатĕрленĕ кăмпа вăлчине, çĕр çырли варенине çисе килентĕм. Сăмах хыççăн сăмах. Роза Георгиевна, тин кăна 65 тултарнăскер, иртнĕ пурнăçĕ пирки аса илчĕ. Палтиелĕнче хресчен

çемйинче çуралса ÿснĕ вăл. Ашшĕ – Георгий Иванович, Аслă Аттелĕх вăрçинче пулнăскер, мĕн çĕре кĕриччен "Ленинская искра" ("Мир") колхозра вăй хунă. Амăшĕ те – Анна Яковлевна хуçалăхри пĕр ĕçрен те юлман. Мăшăрсем пилĕк ачине те тĕрĕс-тĕкел ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Пĕчĕкрен ĕçе, çынлăха хăнăхтарнă. Чун тĕпренчĕкĕсене тăтăшах вăрмана илсе çÿренĕ. Милĕк-шăпăр хатĕрленĕ, мăк кăларса типĕтнĕ. Кăвак çутăллах лав çине тиесе кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Упи пасарне кайса сутнă. Пухăннă укçа ача-пăчашăн тăккаланнă. Ывăл хĕрĕ те Козловсен пите хĕретмен: ĕçчен, таса чунлă çитĕннĕ.

Палтиел вăтам шкулĕн вĕрентекенĕсен сăнарĕсене чĕрере усрать Р.Г. Смаева. Раиса Васильевна Дмитриева историк сăпайлăхĕ, хăйне мăнна хуманни, урока тĕплĕн ăнлантарни килĕшнĕ. Клавдия Александровна Муллина завуч ăшпиллĕхпе палăрнă: урокĕнче "шăна вĕçни илтĕннĕ". Чăваш чĕлхипе литературине ăша хывма пулăшакан М.И.Сергеева илемĕпе те тыткăларăшĕпе илĕртнĕ. Литература хайлавĕсене "артист пек ăста" вулани тыткăнланă. Пĕчĕк Розăн та Мария Ивановна пек сăнарлă калаçма-çырма вĕренесси килнĕ. Сочиненийĕсене вĕрентекен класри ачасене вуласа пани Р.Козловăна хавхалантарнă.

1965 çулта алла аттестат илнĕ хыççăн хĕр, кадрсем çитменрен, Чукал шкулĕнче математика вĕрентнĕ. Карапай Шăмăршă ачисене те пуçламăш пĕлÿ панă вăл. Математикăна "шĕкĕлчеме" пултараканскере кĕçех райпона бухгалтере ĕçе илнĕ. Кунта тăрăшнă хушăрах куçăмсăр майпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Икĕ çултан Васанти вăтам шкулта тĕпленнĕ: çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхепе сăмахăма алла илме пулăшнă. Чечек сăнлă яштака пикене тин кăна Совет Çарĕнчен таврăннă каччă – Геннадий Смаев куç хывнă. Комплекслă бригада бригадирĕнче вăй хуракан ĕçчен яша учительница та килĕштернĕ. 1971 çулта вĕсем пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Геннадий хăй те ЧПУна вĕренме кĕнĕ. Ăсталăха район хаçачĕпе, радио ĕçĕпе çыхăнтарнă.

1986 çултанпа пĕлетĕп Р.Г.Смаевана. Ун урокĕсене сахал мар итленĕ, хамшăн ăс пухнă. Методика тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шайра иртетчĕç вĕсем. Роза Георгиевна кашни вĕренекенех ĕçлеттерме пĕлетчĕ, активлăхне ÿстерме тĕрлĕ мелпе усă куратчĕ. Ĕçтешсем уйрăмах вăйă, конференци формипе иртекен урокĕсене хапăл тăватчĕç. Çÿлерех асăннă педагогсен витĕмĕ йĕр хăварнах ун характерĕнче. Роза Георгиевна темăсене сассине хăпартмасăр, хăш чух шÿтлесе, пĕр-пĕр ачана хавхалантарса ăнлантаратчĕ. Вĕрентекенĕн чĕрĕ те сăнарлă чĕлхи ытти филологсемшĕн чăннипех те кăтартуллă.

Вуншар-вуншар вĕренекен ахальтен мар пурнăç тĕллевне тăван чĕлхепе çыхăнтарнă. Предмет олимпиадисенче, сочиненисен конкурсĕсенче Смаевăн вĕренекенĕсем тăтăшах малти вырăнсене йышăнатчĕç. "Анатри сасăсем" литература кружокĕн членĕсем пичет органĕсенче сăвă-калав, заметка пичетлетчĕç. Пултаруллисем шăпах аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Вĕсен хушшинче – Николай Морозов (радио-журналист, республикăри "Халăх шкулĕ" журнал редакторĕ), Людмила Куцая (чăвашла çырма-вулама хăнăхнă вырăс хĕрĕ, халĕ – тележурналист), Владимир Михайлов ("Шăмăршă хыпарĕ" хаçат ĕçченĕ, сăвăç, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ), Андрей Ларионов (Васанти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, шкул директорĕ), Галина Антонова (республикăри "Хыпар" хаçат редакцийĕн сотрудникĕ), Раиса Ильина журналист, Ирина Тюнтерова, Людмила Измукова, Оксана Ястребова, Эдуард Ларшников... Ĕçне кура – хисепĕ. Çитĕ-

некен ăрăва воспитани парассишĕн ырми-канми тимленĕшĕн Р.Г.Смаевăна район администрацийĕн, ЧР вĕренÿ Министерствин Грамотисемпе чысланă. Вăл – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Район тата республика хаçачĕсен çывăх тусĕ пулнăран Роза Георгиевнăна ЧР Журналистсен Союзĕн Хисеп грамотипе те наградăланă. Васан ял тăрăхĕнче хĕр арăмсен Совечĕн председателĕн ĕçĕсене пурнăçланипе те чыс-хисепе тивĕçнĕ вăл.

Чун-чĕрипе халь те шкултах вăл. Ахальтен мар, тивĕçлĕ канăва кайсан та, 4 çул вĕрентрĕ. Ĕçтешĕсемпе, ача-пăчапа тĕл пуласси - темрен пысăк телей.

"Хама телейлĕ тесе шутлатăп... Юратнă ĕç мăшăрăмпа пĕрлештерчĕ, пурăнмашкăн ят-сум илме пулăшрĕ", – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика