Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадетсен воспитатель-наставникĕ

05 октября 2011 г.

САЛТАК службинче икĕ çул пиçĕхнĕ Валерий Столяров малтанласа хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ шкулта ачасене патриотла воспитани парассипе çыхăнса каясса шутлама та пултарайман. 1986 çулта кĕркунне Монголире çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан вăл Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмĕнче малалла вĕреннĕ. Икĕ çултан учитель дипломне илсен çуралнă яла – Карапай Шăмăршăна таврăннă, ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн ялти филиалĕн тренерĕнче ĕçлеме пикеннĕ.

Валерий Викторович тăрăшнипе ялти ачасен команди çăмăл атлетсен районти тата республикăри ăмăртăвĕсенче çуллен призерсен йышне кĕрсе пынă. Марина Юманова – 100 метрлă, Алексей Елисеев 800 метрлă дистанцисене чупассипе республика чемпионĕсем пулса тăнă. Тренер хăй те 1987 çулта чупассипе республика чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ.

Тăван шкулта физкультура урокĕсен сехечĕсене те илсе пынăскер, 1999 çулта В.В. Столяров ОБЖ преподавателĕнче ĕçлеме тытăннă. Пĕр вăхăтрах çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" командисемпе те çине тăрса ĕçлет.

2007 çулхи сентябрь уйăхĕнче Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче кадетсен класне йĕркеленĕ. Пиллĕкмĕш класăн воспитатель-наставникĕ пулма В.В. Столярова çирĕплетнĕ. Халĕ кадетсем 9 класра вĕренеççĕ ĕнтĕ. Воспитатель-наставник тата класс руководителĕ Г.Г. Измайлова кадетсен программи туллин пурнăçланса пытăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ.

2007 çулта Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрлештернĕ команди çамрăксене çар службине хатĕрлессипе ирттернĕ республика Спартакиадинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2008 çулта шкул республикăн "Паттăрлăх" Грантне çĕнсе илнĕ (проект авторĕ – В.В.Столяров, руководителĕ – Р.С. Андреева завуч). Шкулăн çарпа патриотика воспитанийĕн ĕçĕ валли 25 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ хатĕрсем панă. 2010 çулта шкулăн "Орленок" команди, 2011 çулта "Зарница команди республикăри çамрăк армеецсен вăййисенче "Вăй хăват тата çаврăнăçулăх" номинацире иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене тухнă (малтан та нумай хутчен призерсем пулнă). Алина Петькова вĕренекен "Чи лайăх отделени командирĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Валерий Викторович хатĕрлекен команда çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн çамрăк инспекторĕсен республикăри Слетĕнче çуллен 1-3 вырăнсене йышăнса пынине те палăртма кăмăллă. Иртнĕ ăмăртура вăл виççĕмĕш пулнă.

Вĕренекенсем ОБЖ предмечĕн районти тата республикăри олимпиадисенче те лайăхпа палăраççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Оксана Мамонтовапа Алексей Иванов районти олимпиадăра çĕнтерсе республика шайĕнче те вăй виçнĕ.

Валерий Викторович – аслă квалификаци категорийĕллĕ преподаватель. Икĕ ывăл ашшĕне, пултаруллă учителе патриотика ĕçĕнчи ÿсĕмсемшĕн А.Г. Николаев летчик-космонавтăн асăну медалĕпе тата Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика