Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1 номерпе – М.Игнатьев Президент

05 октября 2011 г.

"ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин Чăваш Республикин регион уйрăмĕн 17-мĕш конференцийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ умĕнхи пĕтĕм ыйтăва татса панă.

Партин Патшалăх Думин списокне камсене кĕртсе çирĕплетнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. Списокра пĕрремĕшĕ – Михаил Игнатьев Президент. Йышра çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Думăн ют çĕр-шывсен ĕçĕсен комитечĕн ертÿçи Константин Косачев, Президент перианталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Юрий Попов, хăвăрт утассипе тĕнче чемпионки Олимпиада Иванова тата Раççей ФНСĕн Тĕп наукăпа тĕпчев тата шутлав центрĕн гендиректорĕн çумĕ Александр Баранов.

Унтан форум делегачĕсем Чăваш Республикин Патшалăх Канашне "Единая Россия" парти списокĕпе тата пĕр мандатлă суйлав округĕсемпе сĕннĕ кандидатсене çирĕплетнĕ. Вăрттăн сасăланă хыççăн пĕрлĕхлĕ суйлав округĕпе республикăн пĕтĕмĕшле списокне кĕме Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республики Патшалăх Канашĕн Председателĕ, партин регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский тата паллă спортсменка, маунтин-байк енĕпе Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕ, тĕнчен икĕ хут чемпионĕ Ирина Калентьева тивĕç пулнă.

Конференци регион уйрăмĕн Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн суйлав умĕнхи суйлав программине çирĕплетнĕ. Программа девизĕ: "Единая Россия" – "Тулăх пурнăç. Хÿтлĕх. Йĕрке", тĕп тĕллев – çынсен тупăшĕн ÿсĕмĕ, кашнин пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, пĕчĕк тупăшлă çемьесене пулăшасси, ачалăха хÿтĕлесси...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика