05 октября 2011 г.
...Г.В.Пирогова учительницăн сотовăй телефонĕ çак кун пĕр вĕçĕм шăнкăртатрĕ. Вырсарни кун пулнине пăхмасăр, сентябрĕн 11-мĕшĕнче ăш-пиллĕ саламсем нумай илчĕ Шăмăршă вăтам шкулĕнче ачасене географи вĕрентекен педагог. Тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенсем, вĕренекенсем, тĕрлĕ çулсенче хăй вĕрентнĕ выпускниксем 50 çулхи юбилей ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлани, пысăк сума хуни Галина Васильевнăна питĕ савăнтарчĕ, йывăр та пархатарлă ĕçре малалла та чăтăмлăн ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват пачĕ.
Диван çине ларса çемье альбомĕнчи сăн ÿкерчĕксене васкамасăр пăхкалама пуçларĕ сумлă юбиляр. Акă сăн ÿкерчĕкрен чакăр куçлă, хура çивĕтлĕ пионерка ăшшăн тинкерет. Ун чухне Патирек шкулĕн 6-мĕш класĕнче кăна вĕреннĕ-ха Галя. Апла пулин те пысăк тĕллевпе пурăннă вăл – хăйĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕ Мухлиса Касимовна Сейфутдинова пекех пуçламăш классен учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Тепĕр сăн ÿкерчĕкре вара – ăна 1976 çулта тунă – вырăс хĕрĕ шкул формине шурă блузкăпа ылмаштарнă, кăкăр çинче – комсомол значокĕ. Вăл вăхăтра Галина Паймеева (хĕр чухнехи хушамачĕ), 8 класа пĕтĕмпех "5" паллăсемпе пĕтернĕскер, экзаменсем тытмасăрах Канашри педагогика училищин пĕрремĕш курсне вĕренме кĕнĕ пулнă ĕнтĕ. Ытти сăн ÿкерчĕксене пăхса кайнă май, пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕсем Галина Васильевнăн куçĕ умне кинофильмри эпизодсем евĕр туха-туха тăчĕç...
1980 çулта пуçламăш классен учителĕн – пионервожатăйăн дипломне илнĕ çамрăк специалиста направленипе хамăр районах ĕçлеме янă. Палтиелĕнчи вăтам шкулта Галина Паймеевана аслă пионервожатăй пулма çирĕплетнĕ. Юратнă ĕçе пысăк хастарлăхпа пуçăннă вăл, ачасемпе интереслĕ мероприятисем нумай йĕркеленĕ.
Часах вырăс хĕрĕ сăпайлă чăваш каччипе – Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралса ÿснĕ, Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ хыççăн "Ленинская искра" колхоза ĕçлеме килнĕ Петр Пироговпа паллашнă. Пĕр-пĕрне юратакан тĕп ветврачпа педагог 1981 çулта пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çав çулах мал ĕмĕтлĕ Галина Васильевна Ульяновскри пединститутăн географи уйрăмне вĕренме кĕнĕ.
1987 çулта П.Ф.Пирогова районти ветстанцие ĕçлеме куçарсан çамрăк çемье Шăмăршăна пурăнма куçнă. Аслă пĕлÿллĕ учитель дипломĕллĕ Галина Васильевна районти çутĕç пайĕнче методистра ĕçлеме тытăннă. Тăрăшуллă та пултаруллă педагог çак должноçра 4 çул вăй хунă. 1991 çулта Шăмăршăри вăтам шкула ĕçлеме куçнă – пуçламăш классене вĕрентнĕ. 1996 çултан пуçласа паянхи кунчченех географи учителĕнче тăрăшать Г.В.Пирогова.
"Галина Васильевна – опытлă, çĕнĕ шухăшлавпа, творчествăлла туйăмпа ĕçлекен учительница, – терĕ ун пирки шкул директорĕ О.М.Еремеева. – Хăйĕн ĕçне юратса тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать вăл. Традицие кĕнĕ меслетсемпе те, вĕрентÿри çĕнĕ технологисемпе те ăнăçлă ĕçлесе пырать. Информаципе компьютер, аталануллă вĕрентÿ технологийĕсене, проектсен методикине лайăх пĕлет. Çак пахалăхсем учителе ĕçре лайăх результатсемпе палăрма май параççĕ. Галина Васильевнăн вĕренекенĕсен предмет çитĕнĕвĕсем юлашки виçĕ çулта 4,2 балпа танлашаççĕ. Пĕлÿ пахалăхĕ – 80 процент. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисем çук".
Г.В.Пирогован воспитанникĕсем районти олимпиадăсене тата наукăпа практика конференцийĕсене те активлă хутшăнаççĕ иккен. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче виççĕшĕ призерсен шутне кĕнĕ.
Галина Васильевна районти географи учителĕсен методика пĕрлешĕвне пĕр улшăнми 10 çул ăнăçлă ертсе пырать. Уçă уроксенче ĕçтешĕсене хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарать, кирлĕ пулсан пулăшать. Унăн педагог стажĕ 30 çулпа танлашать.
Вăлах – 6 "А" класс руководителĕ. Ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем тăтăш ирттерет. Мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх иртнĕ вĕренÿ çулĕнче класс шкулта иккĕмĕш вырăна тухнă.
Ырă кăмăллă хĕрарăма, ача амăшне, пĕрремĕш квалификаци категорийĕллĕ учительницăна ĕçтешĕсем те, вĕренекенĕсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те хисеплеççĕ. Район администрацийĕ Г.В.Пирогован педагог ăсталăхне обществăлла ĕçĕнчи хастарлăхне пысăка хурса хакларĕ, ăна çак кунсенче Хисеп грамотипе чысларĕ.