08 октября 2011 г.
Шкул умĕнхи ачасене воспитани парас тĕлĕшпе нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн тата çуранлăранпа 50 çул тултарнă ятпа Галина Леонтьевна СЕРГЕЕВАНА – Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн воспитательне – район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
х х х
Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн Учитель кунĕ тĕлне çак педагогсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:
Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти А.В. Ермолаевана – пуçламăш классен учительне, В.В. Медведевана – пуçламăш классен учительне;
Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти В.Г. Савельевана – вырăс чĕлхипе литература учительне, Е.П.Улюкинана – ют чĕлхесен учительне;
Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти А.П. Ульянована – физикăпа математика учительне;
Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Е.П. Бакинана – пуçламăш классен учительне;
Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Г.В. Пирогована – географи учительне.
х х х
Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан вăй хунăшăн çак педагогсене "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ят парса чысланă:
Е.С. Воронцована – Шăмăршăри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учительне;
Д.К. Камалтдинована – Палтиелĕнчи вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне;
С.Л. Сорокинана – Палтиелĕнчи вăтам шкулти физкультура учительне.
х х х
Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти ОБЖ преподавательне, кадет класĕн воспитатель-наставникне В.В.Столярова Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Шăмăршă районĕн администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн Грамотине тивĕçнисем:
И.А.Харитонова – Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ;
Р.М.Емдиханова – Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти технологи учителĕ;
Л.И.Сергеева – Палтелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти социаллă педагог;
М.З.Юнусов – Патирекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ОБЖ тата физкультура учителĕ.
х х х
Страховани системинче чылай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн Юрий Васильевич УГАРИНА – "Росгосстрах" ОООн Шăмăршăри страховани филиалĕн начальникне – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
х х х
Патшалăхăн страховани тытăмĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн тата Росгосстрах 90 çул тултарнă май çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:
Ирина Вячеславовна БЕЛОВАНА – страховани агентне;
Сирина Изгаровна НЕВМЕТОВАНА – страховани агентне;
Вера Петровна Унькинана – агентсен группин менеджерне.
Патшалăхăн страховани тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн тата Росгосстрах 90 çул тултарнă май çаксене район администрацийĕ тав тунă:
Нина Васильевна ИЗМАЙЛОВАНА – страховани агентне;
Наталья Валерьяновна МАМОНТОВАНА – страховани агентне;
Галина Константиновна МОРОЗОВАНА – страховани агентне.