Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăшисене ĕрчеме парар мар

08 октября 2011 г.

СĂНАНĂ тăрăх, юлашки вăхăтра шăшисен йышĕ палăрмаллах ÿсни палăрать. Вĕсене ытларах уй-хирсенче, садсенче, вăрман тăрăхĕсенче асăрхама пулать. Çанталăк сивĕтсен вара сăтăрçăсем çынсем пурăнакан вырăнсене куçаççĕ, малтанласа ÿсен-тăрансен вăррисемпе тăранса пурăннă пулсан, юр ларса вăл ирĕлсе пĕтичченхи тапхăрта апат-çимĕç продукчĕсене сиен кÿме тытăнаççĕ, хăйсем çининчен ытла вĕсене юрăхсăра кăлараççĕ. Шăши каснă утă-улăма, тыр-пула выльăхсем те çимеççĕ.

Шăшисем, килти хуçалăхсемпе ял хуçалăхĕсĕр пуçне, промышленноçа та пысăк сиен кÿреççĕ. Кĕленчепе фарфорсăр, бетонсăр пуçне вĕсемшĕн урăх чăрмавсем çук – пурне те кăшлаççĕ. Электропроводсене те тиркемеççĕ вĕсем – вĕсен изоляцине юрăхсăра кăлараççĕ. Çакă – пушар тухас хăрушлăхăн сăлтавĕсенчен пĕри. Çавăн пекех, вĕсем йăла приборĕсен ăшне кĕрсе те вĕсене юрăхсăра кăлараççĕ, кĕске замыкани пулассине кăларса тăратма пултараççĕ.

Шăшисем çынсен сывлăхĕшĕн те пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, тĕрлĕрен инфекциллĕ чирсене сараççĕ. Енчен те шăшисем апат-çимĕç продукчĕсене, çурма фабрикатсене иленнĕ пулсан, вĕсемпе пачах усă курма юрамасть. Кăшлакан çак чĕрчунсем шыв урлă та чир ертме пултараççĕ.

Килте шăшисем йышлă ĕрчесе кайсан вĕсене кушак çеç тытса пĕтереймест. Шăши тапписем лартса тухни те пулăшсах каймасть. Кун пек чухне вĕсем ытларах çÿреме пултаракан вырăнсене наркăмăшланă илĕртмĕшсем хурса тухмалла. Анчах вĕсем çынсемшĕн, уйрăмах ачасемшĕн, килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкшĕн хăрушлăх кăларса ан тăратчăр. Имçамсемпе усă куриччен малтан специалистсемпе калаçса пăхсан лайăхрах.

Шăшисене хăвăр тĕллĕн кăна пĕтерме май килмесен сире «Россельхозцентр» ФГБУн филиалĕн районти уйрăмĕ пулăшма пултарать. Эпир шăшисемпе йĕке хÿресене хирĕç кĕрешнĕ çĕрте çĕнĕ йышши эффективлă хими тата биологи препарачĕсемпе усă куратпăр, эсир ыйтнипе çурт-йĕр, хуралтă таврашĕсене, садсемпе пахчасене тĕплĕн тĕрĕслесе тухатпăр, мĕн пур мероприятисене санитарипе эпидемиологи требованийĕсемпе килĕшÿллĕн туса ирттеретпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика