08 октября 2011 г.
ПЫРНА пула пуçна çийĕн, теççĕ ваттисем. Алкоголизм, пирус туртнипе наркомани пекех, этеме малтанлăха ырă самантсемпе килентерсе, улталаса унăн организмне наркăмăшлантарать, сывлăхне хавшатать. Аллисем чĕтрекен, куçĕсем тăртаннă, ура çинче аран-аран тăракан 30-40 çулсенчи арçынсене-хĕрарăмсене курсан чун çÿçенсе каять. "Юлашки вăхăтра ура пушшех ыратма пуçларĕ, ыйхă килми пулчĕ, куçа темĕнле хăрушă сăнсем курăнаççĕ, ăш пăтранать", – текелеççĕ вĕсем, анчах эрех-сăра ĕçме пăрахмаççĕ. Кÿршĕ-аршă, тăванĕ-пĕтенĕ ĕçкĕçсен сывлăхĕпе интересленсен лешĕсем: "Шăнса пăсăлтăм пулас", – тесе тÿрре тухма тăрăшаççĕ.
Вăраха кайнă алкоголизм чирĕпе асапланакансене черккесĕр пуçне нимĕн те интереслентермест. Вĕсем хушшинче час-часах хирĕçÿ-харкашу пуçланнăран ĕç-пуç синкерлĕ вĕçленет. Пĕри вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать, тепри ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлать. Çул çинче аварисем тăтăшах пулнин сăлтавĕ те - черккере.
Алкоголиксемпе ĕçкĕçсем эрех вырăнне сăмакун, одеколон, лосьон, денатурат, метил спирчĕ те тиркемеççĕ. Çак сиенлĕ шĕвексем çĕлен пек ашкăрса халăхăн вăй-халне, сывлăхне, ăсне ĕмеççĕ. Ялсенче кăна мĕн чухлĕ вăйпитти çынсем вăхăтсăр çĕре кĕмерĕç пулĕ;! Хăшĕсем çемье çавăрма та ĕлкĕреймен.
Пĕрмаях алкогольлĕ сурогатсем, эрех-сăра ĕçекенсен пÿри, чĕри, пĕверĕ, хырăмлăхĕ юрăхсăра тухаççĕ. Çавна пула çынсем çамрăклах пурнăçран уйрăлаççĕ. Нивушлĕ хаяр шĕвексен тыткăнĕнчен хăтăлма этемĕн вăйĕ çителĕксĕр;! "Эсĕ мĕнле, халăху çинчен те çаплах шутлĕç" тени ĕçкĕçсене мĕншĕн шухăшлаттармасть;!