Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтерне патша Чăваш Енре виçĕ хут пулнă

08 октября 2011 г.

КĔТЕРНЕ патша Раççейĕн Хĕвелтухăç енчи кĕпĕрнисене кайса курма тахçантанпах ĕмĕтленнĕ. Çак шухăшпа вăл 1767 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче Питĕртен каретăпа çула тухнă, майăн 2-мĕшĕнче Тверь хулине çитнĕ. Кунтан хĕрарăм патша хăйĕн çывăх çыннисемпе пăрахутпа Атăл тăрăх анаталла тухса кайнă. "Тверь" пăрахута тепĕр виçĕ пăрахут сыхласа пынă. Çак пĕчĕк "флотилие" Н.Г. Чернышев ертсе кайнă. Пăрахут çинче пиччĕшпе шăллĕ Г.Г. тата В.Г. Орлов графсем те пулнă, патша вĕсене питĕ хисепленĕ. Кĕтерне патша Шупашкара килме шутланине Хусан кĕпĕрнатăрĕ икĕ çул маларах пĕлнĕ. Вăл Шупашкара темиçе телеграмма янă, Кĕтерне патша валли лайăх çурт тупма, ăна Атăл хĕрринче чыслăн кĕтсе илме, тутлă апат хатĕрлеме т. ыт. те хушнă. Шупашкар хули патне Кĕтерне патшан флотилийĕ 1767 çулхи майăн 25-мĕшĕнче ирхине çитнĕ. Çав кун Чăваш çĕр-шывĕнче çанталăк лайăх тăнă. Атăл çинче ирхине те тĕтре пулман. Патшан флотилийĕ Шупашкар патне ишсе пынă чухне Шупашкар çыннисен пĕчĕк киммисем питĕ нумай пуçтарăннă. Кĕтерне патшан пăрахучĕ симĕс тĕслĕ, палуба çинчи япаласене пурне те ылтăн тĕспе сăрланă пулнă.

Патшан флотилийĕ ĕлĕкхи Шупашкар Кремлĕ патĕнче якорь пăрахнă. Патшана утма Атăл шывĕ хĕрринчен пуçласа чиркÿ патне çитиччен çул çине хĕрлĕ кавир сарнă. Çыран хĕрне тухсан патша чи малтанах чиркĕве кĕнĕ, кĕлĕ итленĕ. Унтан ăна Соловцов купцан икĕ хутлă çуртне апат çиме илсе кайнă. Ку купца çуртĕнче мĕн кăна пулман: ют çĕр шывсенчен илсе килнĕ сĕтел-пукан, кавирсем, пурçăн япаласем тата ытти те. Кĕтерне патшана кĕтме Хусантан кĕпĕрнатăр хăйĕн юлташĕсемпе килсе çитнĕ. Питĕ лайăх хăналанă патшапа унăн тусĕсене. Кайран Кĕтерне патша çапла каланă: "Шупашкарта пире Чулхуларинчен лайăхрах хăналаса ячĕç".

Кăнтăрла иртсен патшан флотилийĕ Хусан еннелле çул тытнă. Сăмах май, Шупашкарта Кĕтерне патша кĕске вăхăтрах ултă çамрăк çынпа паллашнă: икĕ çамрăкĕ – Шупашкартан, ыттисем – Улатăртан, Етĕрнерен, Çĕрпÿрен тата Сĕнтĕрвăрринчен. Патшана Чăваш Енри вырăнсем тата çынсем питĕ килĕшнĕ. Атăл хĕрринчи чăваш ялĕнчен – Ăстакассинчен Кĕтерне патшана курма ялти старостăпа пĕрле пур çын та тухнă, вĕсем аллисенче çăкăр-тăвар тытнă. Кĕтерне патша çак çынсене курсан, пăрахута чарма ыйтнă. Хăй çыран хĕрне тухнă. Унпа пĕрле 12 йытă, пурте шурă тĕслĕ. Пĕр йытти ял старости çине пăхса хытă вĕрнĕ, çакна курса патша ку йытта старостăна парнелесе хăварнă.

Кĕтерне патшана Хусанта та лайăх кĕтсе илнĕ. Унта хăналаннă хыççăн патша Чĕмпĕре тухса кайнă. Вăл каялла Питĕре каретăпа таврăннă. Пăрахучĕсене – тăваттăшне те - Хусанта хăварнă. Вĕсем каярахпа палăксем пулса тăнă.

Кĕтерне патша Чăваш çĕр-шывĕнче пĕрремĕш хут пулнă хыççăн, тепĕр ултă çултан. Шупашкарта вăйлă пушар пулнă, хула пĕтĕмпех çунса кайнă. Иккĕмĕш хутĕнче патша Сĕнтĕрвăррине (ун чухне Сĕнтĕр тенĕ) кайса курнă, хăй пĕлнĕ çын патĕнче хăналаннă. Кĕтерне патша Сĕнтĕр патĕнче питомник тума сĕннĕ, хăй юман йывăççи лартса хăварнă. Халĕ те пур çак питомник. Чăваш çĕр-шывне тепре килсен Кĕтерне патша Çĕрпÿре, хăйĕн пĕлĕшĕ патĕнче пулнă. Патша унта та парк тума сĕннĕ, пулас парк вырăнĕнче хăй йывăç лартнă. Кĕтерне патша паркĕ Çĕрпÿре халичченех сыхланса юлнă.

Шупашкар хули çунса кайсан, Кĕтерне патша çĕнĕ хула туса лартма шутланă, сенатра ыйту лартнă. Анчах хăй сасартăк вилсе кайнă. Çавăн хыççăн сенат ку ыйтăва манăçа хăварнă. Шупашкар хули нумай çул кĕл-кăмрăк çинче ларнă. Хăй çывăх пĕлнĕ çынсене Кĕтерне патша граф ятне пама шутланă. Анчах Чăваш Енре икĕ çын çеç çак ята илме ĕлкĕрнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика