Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Чукал шкулне – çĕнĕ автобус

12 октября 2011 г.

РЕСПУБЛИКĂРИ шкулсем çĕнĕ автобуссемпе çулсеренех пуянланса пыраççĕ. ПАЗ маркăллă сарă тĕслĕ транспортсенчен пĕри çак кунсенче пирĕн района та çитрĕ. Ăна Кивĕ Чукал шкулне уйăрса панă.

Ачасене турттармалли ятарлă транспортра мĕн кирли пурте пур. Салонра 22 вырăн, кашнинех хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе тивĕçтернĕ, шкул сумккисем валли ятарлă çÿлĕк вырнаçтарнă, "Чарăнма ыйтатăп" кнопка тата ытти те пур.

Çĕнĕ автобуса пысăк опытлă Михаил Крикин водитель çÿреттерет. Унпа пĕрле яланах çула социаллă педагог тухать.

Телейлĕ çул пултăр яланах саншăн, шкул автобусĕ!

Вячеслав КУЗЬМИН, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕн инженерĕ.

Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ

ОКТЯБРĔН 7-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен черетсĕр тăххăрмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ултă ыйтăва пăхса тухнă. Чи паллăраххисем çаксем: "Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен "Шăмăршă районĕн 2011 çулхи бюджечĕ çинчен" йышăнăвне хăш-пĕр улшăнусем кĕртесси çинчен", "Шăмăршă район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕ çинчен калакан Положение çирĕплетесси çинчен", "Шăмăршă район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси йышĕнчи улшăнусем çинчен". Лару сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика