17 октября 2011 г.
ÇУЛТАЛĂК пуçланнăранпа районта 7920,0 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Кăçал çирĕм сакăр вăрçă участникĕпе салтак арăмĕ хăйсен çурт-йĕр е хваттер условийĕсене лайăхлатнă. Çитес вăхăтрах тата вунă ветеранăн ыйтăвĕсене тивĕçтерме палăртнă. Çавăн пекех кăçал яла аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн çурт-йĕр лартма 5696, 26 пин тенкĕлĕх свидетельствăсем панă, вăл шутран 3637, 22 пин тенкĕлĕх – ултă çамрăк специалиста.
Николай ГОЛОВИНСКИЙ. «Хĕрлĕ кĕнеке» авторĕсенчен пĕри НУМАЯХ пулмасть Шупашкарти Наци библиотекинче "Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнеки. Чĕр чунсем" кĕнеке презентацийĕ иртнĕ. Ăна хатĕрлесе кăларма çĕре яхăн çын хутшăннă. Хĕрлĕ кĕнекен авторĕсенчен пĕри – "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн директорĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Яковлев. Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ. "Хĕрлĕ кĕнекене" хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннăшăн А.Яковлев ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.