12 октября 2011 г.
Карапай Шăмăршăри Виктор Солдатов 1989 çулта çар службинчен таврăнсан хăйĕн телейне хулара шыраса çÿреме шутламан. Салтака кайичченех водитель удостоверенине илнĕскер, сăпайлă каччă часах Киров ячĕллĕ хуçалăхра ГАЗ-53 автомашинăпа ĕçлеме тытăннă. Виктор емкоçлă автомашинăпа куллен Шăмăрша сĕт леçнĕ. Тăван колхоз продукцине сĕт-çу заводне яланах вăхăтра çитернĕ вăл. Тăрăшуллă çамрăка хуçалăх правленийĕ темиçе хутчен те Грамотăпа, парнепе чысланă. 1996 çулта Виктор Солдатов тăван ял хĕрĕпе – Надежда Карповапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Çамрăк çемьене ял администрацийĕ хваттерпе тивĕçтернĕ – Солдатовсем унчченхи медпунктăн çуртне пурăнма куçнă. Ĕçчен çынсем ялта яланах мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Хваттер кивелсе çитнĕ май тата çĕр участокĕ пулманнипе Викторпа Надежда тăван ялти Çĕнтерÿ урамĕнче çурт тума шутланă. Юлашки 5-6 çул Виктор ытти регионсенчи стройкăсене вахта мелĕпе ĕçлеме çÿрет. Унта ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тата килти выльăх-чĕрлĕх тупăшĕпе Солдатовсем строительство материалĕсем туянса пынă. 2009 çулта вĕсем пулас çуртăн никĕсне ярса хăварнă, пура пураттарнă. Тепĕр çул хĕрÿ ĕç малалла тăсăлнă – пурана мăкласа хăпартнă, силикат кирпĕчрен котельнăй купаланă, тăррине профнастилпа витнĕ, чÿрече-алăк вырнаçтарнă, мачча-урай сарнă. Кăçал газификаципе электромонтаж ĕçĕсене пурнăçланă.
Солдатовсен çемйи 2012 çула çĕнĕ пÿртре кĕтсе илме ĕмĕтленет.