12 октября 2011 г.
ЯТАРЛĂ законодательствăпа килĕшÿллĕн çынсем хăйсем усракан выльăх-чĕрлĕхшĕн, вĕсен сывлăхĕшĕн яваплă шутланаççĕ. Çавна май кашнийĕнех ветеринарипе санитари йĕркисене пăхăнмалла. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усратăр е çĕнĕрен туянтăр пулсан, вĕсене вырăнти ял поселенийĕнче, участокри ветеринари лечебницинче регистрацилемелле. Çавăн пекех, выльăхсене вырăнтан вырăна куçарнă, пăхса усранă тата тăрантарнă чух та зоогигиенăпа ветеринари требованийĕсене çирĕп пăхăнмалла. Выльăхсем вилсен е йышлă чирлени палăрсан, хырăм пăрахсан та çакăн çинчен ветеринари службине пĕлтермелле. Çĕнĕрен туяннă выльăхсене 30 кун карантинта тытмалла, çак хушăра вĕсене ветработниксене тĕрĕслеттермелле. Выльăхсене ятарлă вырăнсенче çеç пусса тирпейлемелле. Вăл е ку чирпе çынсем те, выльăх-чĕрлĕх те аптăраççĕ. Çакăнтан сыхланас тесе çитĕннĕ ĕне выльăха çулталăкра икĕ хут бруцеллезран, лейкозран, туберкулезран, март-апрель уйăхĕсенче пукраран тĕрĕслеттермелле, çулталăкра пĕрре çĕпĕр язвинчен, ЭМКАРтан вакцинаци тутармалла. Виçĕ уйăхран иртнĕ пăрусене те юлашкинчен асăннă икĕ вакцинацие тутарасси, çур çултан çак процедурăна тепĕр хут туса ирттересси пирки манмалла мар.
Сыснасем чумапа чирленине шута илсе, вĕсене çулталăкра пĕр хутчен, 40-50 кунхи çурасене малтанхи хут, 90 кунтан тепре вакцинаци тутармалла. Рожăран вара сыснасене çулталăкра икĕ хут вакцинаци тутарас пулать. Сурăхсене çулталăкра пĕрре бруцеллезран тĕрĕслеттермелле, çĕпĕр язвине хирĕç вакцинаци тумалла. Путексем ан чирлеччĕр тесен, вĕсене виçĕ уйăх çитсен вакцинаци тумалла, çур çултан – тепĕр хут. Халĕ килти хуçалăхсенче лаша тытакансем те йышлă. Чир-чĕр тени вĕсенчен те пăрăнса иртмест. Апла пулсан чĕлхесĕр янаварсене çулталăкра пĕрер хут бруцеллезран, САПран, ИНАНран, пĕтĕлентерÿ чирĕсенчен тĕрĕслеттермелле, çĕпĕр язвинчен вакцинаци тутармалла.