Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Грипп ан ертĕр тесен

12 октября 2011 г.

КĔРХИ-ХĔЛЛЕХИ тапхăрта вирус чирĕсемпе чирлес хăрушлăх ÿсет. Сунас ерсен, температура хăпарсан, пуç ыратсан çынсем врач патне килеççĕ. Вăл вара час-часах çивĕч респиратор чирĕ е грипп пулнине палăртать. Грипп ерсен температура ÿссе каять, шăнтать, мышцăсем тата пуç туртса ыратать, шăмăсемпе сыпăсем сураççĕ, вăй-хал чакать, пыр типет, кăтăклантарса тăрать, типпĕн ÿсĕрттерет, сывлама йывăрланать. Гриппа, вируслă ытти чирсемпе мĕншĕн сивĕ çанталăкра чирлеççĕ-ха; Мĕншĕн тесен, организм шăнать, витаминсем çителĕксĕр, хĕвел радиацийĕ сахал, çынсем ытларах чухне пÿлĕмсенче пулаççĕ. Пĕр çын гриппа чирлĕ пулсан, чир унран ытти çынсем çине куçать. Грипп е ытти вируслă чирсемпе чирлесен вĕрĕлме те пулать. Уйрăмах вăл ачасемпе ватă çынсемшĕн, вăйсăрланнă организмшăн хăрушă. Грипп хăй хыççăн менингит, бронхит, ÿпке тата хăлха шыççин чирĕсене хăварма пултарать. Çÿлерех асăннă грипран сыхланас тесен мĕн тумалла-ха; Чи малтанах ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, организмăн чир-чĕре кĕрешеслĕхне ÿстермелле. Чирлес мар тесен, куллен физзарядка тумалла, тумтире çанталăка кура тăхăнмалла. Мĕнле çанталăк пулнине пăхмасăр, вăхăт тупайсанах уçăлса çÿреме тăрăшмалла. Форточка уçса пÿлĕме уçăлтармалла, нÿрлĕ пусма татăкĕпе шăлса тухмалла. Çакнашкал ĕçсене шкулсемпе ача сачĕсенче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла.Грипран хÿтĕленес тесе ( чир анлăн сарăличчен) вакцинăсемпе те усă кураççĕ. Прививка тутарнă çынсем сахалтарах чирлеççĕ, чирлесен те ытлашши вăрăма тăсăлмасть, вĕрĕлес хăрушлăх пулмасть. Çÿлерех асăннă чир паллисем пулсанах киле медицина ĕçченĕсене чĕнсе илмелле е тухтăр патне каймалла. Вăл чир мĕнлерех аталанса пынине тĕпченĕ хыççăн тĕрĕс сиплев курсне палăртать. Чирлĕ çынна май килнĕ таран уйрăм пÿлĕме куçарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ - ыттисем çине чир куçас хăрушлăх пĕчĕкленет. Чирлисен хăйсем тĕллĕн сипленмелле мар. Кăçалхи (2011-2012ç.ç.) эпидсезонта район халăхне грипп чирĕнчен сыхлас тесе тÿлевсĕр вакцина çителĕклĕ илсе килме палăртнă. Çак кунсенче 2000 ытла доза илсе килнĕ. Вакцинăпа ачасене, уйрăм организацисенче ĕçлекенсене, пенсионерсемпе ватăсене, вăраха тăсăлакан чирсемпе учетра тăракансене прививка тăваççĕ. Кам хăйĕн ирĕкĕпе прививка тутарас тет, унăн район больницин поликлиникине, 5-мĕш кабинета килмелле.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика