Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци телекуравĕ эфирта

15 октября 2011 г.

 

Октябрĕн 10-мĕшĕ республика кун-çулне яланлăхах çырăнса юлĕ: Чăваш Ен Наци телекуравĕ информаци хутлăхне тухрĕ. Çав кун 13 сехетре вăл сăнавлă майпа ĕçлеме пуçларĕ. Наци телерадиокомпанин логотипĕллĕ программăсемпе кăларăмсене малалла "Ростелеком" АУО кабель сечĕн 18 каналĕпе ("ВТК – Информ") кăтартĕç. Çитес эрнере Наци телекуравĕ хăйĕн кăларăмĕсене кăвак экран çине кăларĕ. Программăна çĕнĕ хыпарсен "Республика" ятарлă кăларăмĕ уçĕ. Информаци кăларăмĕсене, çавăн пекех ыттисене те, чăвашла тата вырăсла хатĕрлĕç. Чăваш Ен наци телекуравĕ Наци библиотекин çĕнĕ çуртĕнче (Ленин проспекчĕ, 15) вырнаçнă. Палăртса хăварар: асăннă телекурав кун-çулĕ 2010 çулхи январь уйăхĕнчен пуçланнă. Ун чухне наци радиовĕ çумĕнче 4 çынран тăракан видеоушкăн йĕркеленĕ. Çулталăкран Чăваш Ен Правительстви Наци телерадиокомпанине йĕркелесси пирки йышăну кăларнă. Ăна республикăри паллă тележурналист, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Гартфельдер ертсе пырать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика