Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул – савăнăç

15 октября 2011 г.

 

КОЛЛЕКТИВ пысăках мар пирĕн. Апла пулин те пĕчĕк йышпах курăмлă ĕçсем тăватпăр темелле. Кăçал кăна, сăмахран 12 миллион тенкĕ ытлалăх ĕç тума ĕлкĕртĕмĕр.Çул-йĕр ăстисем çу каçĕпе ахаль лармарĕç, халĕ те пирĕншĕн ĕç тупăнсах тăрать. Кăçал Шăмăршăри Космовский урамĕнче 7 миллион тенкĕлĕх 800 метр асфальт сартăмăр, бордюрсене çĕнетсе улăштартăмăр. Çавăн пекех ял поселенийĕсенчи çул-йĕре те сахал мар юсаса çĕнетнĕ. Эпир пĕтĕмпе 200 километр çул-йĕре пăхса тăратпăр, вăл шутран 22 километрĕ - федераци пĕлтерĕшли. Пире район тулашĕнче те ĕçлеме тивет. Çĕрпÿ – Сызрань федераци трасси çинче те кăçал сахал мар ĕç турăмăр, унта хамăрăн асфальтпа усă куртăмăр. Çулталăк пуçланнăранпа вара асфальтпа бетон завочĕ 11,5 пин тонна асфальт хатĕрлесе кăларчĕ. Кунта вăй хуракан Н.Захаров оператор, В.Вернер дозировщик, В.Ефимов битумовар, С.Филиппов сварщик тата И.Дементьев электрик чăннипех тăрăшуллă. Хальхи вăхăтра пирĕн В.Кудряшов бригади Шупашкарта ĕçлет, Шупашкарти çуртсен картишĕсемпе вĕсен йĕри-тавралăхне лайăхлатмалли программăна пурнăçа кĕртме хутшăнать. Тĕп хула çыннисем Шăмăршăсен ĕçĕпе кăмăллă. Уяв умĕн ĕçре хастарлăх кăтартакансене ырăпа палăртса хăварас килет. Шăпах Ю.Цухло, П.Егоров, М.Данилов, П.Кудряшов çул-йĕр рабочийĕсем, П. Гордеев каткист, В.Красновпа Ю. Иванов грейдеристсем пек маттурсем çинче тытăнса тăрать ĕнтĕ коллектив. Хĕл çитесси те инçе мар, Çак тапхăра та тĕплĕн хатĕрленме тăрăшатпăр. Вак чул çителĕклех. Пăрлă тапхăрта усă курма хăйăрпа тăвар хутăшĕ енĕпе те чăрмав пулмалла мар. М.Матвеев механик ертсе пынипе техникăна юсас ĕç те начар мар пырать. Ку ĕçре тăрăшакан А.Стратилатов, Н.Мердеев, Ю.Юнкеров чăннипех ылтăн алăллă тенĕ пулăттăм. Хаçатра вырăн панипе усă курса çул-йĕр работникĕсене, пирĕн патăртан тивĕçлĕ канăва кайнă хисеплĕ ветерансене уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп. Хамăр тăвакан çулсем пек, пурнăç çулĕ те яланах такăр пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика