15 октября 2011 г.
НУМАЯХ пулмасть пирĕн районта Пĕтĕм Раççейри "Кайăксене сăнамалли кунсем" акцин районти тапхăрĕ иртрĕ. Çак мероприятие Васанти, Анат Чаткасри, Чукалти, Пуянкассинчи, Карапай Шăмăршăри шкулсем тата "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ çумĕнчи "Экоцвет" ача-пăча пĕрлешĕвĕ хутшăнчĕç. Çак акци – тĕнчери чи массăллă экологи уявĕсенчен пĕри. Çуллен пирĕн планета çинчи çĕр-çĕр пин çын кĕркуннехи 2 куна (октябрĕн 1–2-мĕшĕсем) çунатлă туссене сăнассине, палăртнă вăхăтра вĕсене шутлассине халаллать. Пĕлтĕр Раççей виççĕмĕш хут çак акцин чемпионĕ пулса тăчĕ ( çĕр-шыври 72 регионтан çак акцие 34 пин те 816 çын хутшăннă, кайăк-кĕшĕкĕн 277 тĕсне шута илнĕ). Вĕçен кайăксене сăнамалли Пĕтĕм тĕнчери акцие Раççей 1995 çулта хутшăнма пуçланă. Çунатлă туссене массăллă майпа учета илни наука тĕлĕшĕнчен çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Учет результачĕсене кашни çĕр-шыврах, наци координаци центрĕнче тишкерсе пĕтĕмлетеççĕ. Раççейре координаци центрĕ Чулхулара вырнаçнă.