22 октября 2011 г.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче Патăрьел территори суйлав комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма пĕр мандатлă 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕпе тăратнă кандидатсене регистрацилес ыйтăва пăхса тухнă. Комисси Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма пĕр мандатлă 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕпе тăратнă Руслан Юрьевич ФРОЛОВ кандидата регистрациленĕ. Р.Ю. Фролов 1976 çулта çуралнă, Патăрьелĕнче пурăнать, "Паттăр" ДЮСШ тренер-преподавателĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма ăна "Справедливая Россия" Политика партийĕн Чăваш Регион уйрăмĕ кандидата тăратнă. Çавăн пекех комисси Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма пĕр мандатлă 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕпе тăратнă Илья Арсентьевич ИВАНОВ кандидата регистрациленĕ. И.А. Иванов 1955 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнать, "Взятка" хаçат корреспонденчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма ăна "Либерально-демократическая партия России" Политика партийĕн Чăваш Регион уйрăмĕ кандидата тăратнă. Территори суйлав комиссийĕ çак кунах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма пĕр мандатлă 2-мĕш Патăрьел суйлав округĕпе тăратнă Олег Вадимович МЕШКОВ кандидата регистрациленĕ. О.В.Мешков 1966 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнать, "Букет Чувашии" ОАО генеральнăй директорĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма ăна Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" Политика партийĕн Чăваш Регион уйрăмĕ кандидата тăратнă. Комисси Р.Ю. Фролов, И.А. Иванов тата О.В. Мешков кандидатсене регистрациленине çирĕплетекен ятарлă удостоверенисем панă.