Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан турт, пĕремĕк çи

22 октября 2011 г.

ÇАК кунсенче шкулта пултăм. Вĕрентекенсенчен çакна пĕлтĕм: классенче туртакан ачасем пур иккен. Пирус-сигарет таврашне туалетра, кĕçĕн классенче вĕренекенсен умĕнчех мăкăрлантараççĕ. Аслисем пĕчĕккисене япăх тĕслĕх кăтартни мар-и вара çакă; Хăшĕсем, 10-11 классене çÿрекенсем, ыттисене туртма та хистеççĕ-мĕн. Туртакансем хушшинче хĕр ачасем те пурри пăшăрхантармасăр тăма пултараймастех. часем туртма вĕреннĕшĕн кам айăплă; Паллах, кашниех хăйĕн ачи-пăчине ырра çеç хăнăхтарма тăрăшать. Пĕчĕккисем те аслисенчен тĕслĕх илеççĕ. Калăпăр, çемьере аслашшĕ-кукашшĕ, ашшĕ е аслă тетĕшĕсем туртаççĕ пулсан, вĕсене кура ачан та "йытă çимен япалана" хыпса пăхас килет: вăл вĕсенчен мĕнпе кая вара; Ыттисене юрать пулсан, ăна мĕншĕн ан юратăр; Эпир, педагогсем, çапла калама хăнăхнă: куçпа курни сăмахпа каланинчен емиçе хут витĕмлĕрех. Мĕншĕн аса килчĕ-ха çакă; Енчен те туртакан ашшĕ, учитель е тухтăр (шкулсемпе больницăсенче вĕсем пулмалла мар пек те çав) ачасене табак сиенĕ пирки ăнлантарнин усси çукпа пĕрех. Вĕсем калани ачасемшĕн пушă сăмахсем çеç: сиенлĕ пулсан, мĕншĕн хăйсем туртаççĕ; Хăш-пĕр ачасене пирус туртни ĕмĕре кĕскетет тени те ĕнентерсех каймасть. Вĕсенчен çапла каланине те илтме пулать: – Асатте (кукаçей) ĕмĕрĕпех туртнă – тăхăр вуннăран иртиччен пурăннă...  Кÿршĕри Петĕр тете çамрăкранпах туртать – пĕрех сывлăхлă. Анчах çав ачасенчен хăшĕ те пулин тавçăраять-ши: енчен те, туртман пулсан, ватă çын тăхăр вуннăран иртиччен кăна мар, тата ытларах пурăннă пулĕччĕ. Халĕччен нумай-нумай çемьере пулса курнă эпĕ, кашнинчех çакна асăрханă: ашшĕ туртать – ачисем те часах туртма пуçлаççĕ, ашшĕ туртмасть – ачисем те туртмаççĕ. Хамăрăн çемьенех илер. Манăн мăшăрăм нихăçан та çăвара пирус хыпса курман. Телее кĕрÿсем те туртманнисем лекрĕç. Мăнуксем пируспа айкашнине халĕччен асăрхаман. Вĕсем каникул вăхăтне ытларах Шăмăршăра ирттереççĕ те, вĕсене ку тĕлĕшпе асăрхасах тăратăп, табак сиенĕ пирки тăтăшах каласа ăнлантаратăп, хам сăмахсене тĕслĕхсемпе çирĕплетме тăрăшатăп. Ман шутпа, ачасем вылякаласа е аслисен хыççăн кайса туртма хăтланнине вăхăтра асăрхасан, вĕсене çак сиенлĕ йăлана хăнăхассинчен сыхласа хăварма пулатех. Апла пулсан, пирĕн, аслисен, тимлĕрех пулмалла çеç. Юлашкинчен, пĕтĕмлетсе, çакна та каласа хăварас кăмăл пур. Пирус-сигарет, сывлăха пĕтернисĕр пуçне, хакĕ ÿссе пынăран кĕсьене те самаях çÿхетет. Ачасем, пĕр пачка пирус иличчен, çак укçапа канфет-пĕремĕк туянса çини чылай усăллăрах мар-и;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика