22 октября 2011 г.
Тĕрлĕ мероприятисемпе ăмăртусем ирттересси çине Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни уява халалласа мĕн те пулин хатĕрлеççĕ: конкурссем, викторинăсем йĕркелеççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшаççĕ. "Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие халалланă мероприятисенче вĕренекенсемпе тĕрлĕ калаçусем, тĕл пулусем йĕркелетпĕр. 8-9 классенче вĕренекенсем ялти библиотекăра хатĕрленĕ стендсемпе, куравпа паллашрĕç, "çавра сĕтел" йĕркелерĕç. Класс сехечĕсенче те сывлăха пĕчĕкрен упрамалли, ÿт-пĕве пиçĕхтермелли пирки сăмах пуçаратпăр. Шахматла выляса мала тухассишĕн шкулти турнир та хĕрÿ пырать. 5-9 классенче ăс пухакансем чемпион ятне çĕнсе илессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕрентÿпе воспитани те аяккинче тăмасть шкулта. Ачасене хăйсене обществăлла вырăнта мĕнлерех тытмаллине, аслисене хисеплемеллине аса илтерсех тăратпăр.