22 октября 2011 г.
Кăçал вĕрентÿ тытăмне аталантарма патшалăх 20 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа экономика механизмне лайăхлатма, инноваци ĕçне малалла ăнăçлă тăсма усă кураççĕ. Çакна пурнăçлакансем – шăпах ĕнтĕ пултаруллă педагогсемпе вĕсен вĕренекенĕсем. Мĕнлерех пулса пырать-ха экономикăри çĕнĕ лару-тăрура вĕрентÿ ĕçĕ; Кун пирки Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕпе Владимир ИВАНОВПА калаçатпăр. – Владимир Николаевич, Чăваш Ен вĕрентÿре яланах малти вырăнсенче пулнă. Пирĕн республикăра вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕрен йĕркелеме пуринчен малтан пуçланă. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕпе, аслă классенче профиль предмечĕсене, тĕн культурине вĕрентессипе те эпирех пуçаруçăсем. Еплерех-ха ку енĕпе паянхи лару-тăру; – Ăнăçлă ĕçлетпĕр темелле. Вĕренÿ тытăмне малалла аталантарса çĕнетмелли программа пур. Унăн тĕп тĕллевĕсем çаксем: вĕрентекенсемпе çамрăк специалистсен шалăвне ÿстересси, вĕсен професси ăсталăхне (квалификацине) хăпартасси, шкулсемпе ытти вĕренÿ заведенийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетесси. Асăннă программăна пурнăçламашкăн кăçал 408 миллион тенкĕ уйăрнă, çак шутран 134 миллионĕ ĕç укçине ÿстерме каять (шалу 30 процент хăпарать). Чăваш Енре вĕрентекенсен шалăвĕ çакăн пек ÿсни ку таранччен пулман-ха, уйăхсерен вĕсем 13900 тенкĕ илеççĕ (вăтам шутлав). Çакна палăртмалла: ЧР Правительстви учительсен шалăвне ÿстернипе пĕрлех ача-пăча сачĕсен воспитателĕсен, психологсемпе социаллă педагогсен уйăхри ĕç укçине хăпартмалли майсем те тупрĕ. "Вĕрентÿ" наци программине пурнăçласа пирĕн 700 ытла педагог Пĕтĕм Раççейри тата хамăр Чăваш Енри конкурссенче çĕнтерчĕç, çавăн пекех тĕрлĕрен премисене тивĕçрĕç. Анчахрах вара ЧР Президенчĕ М.Игнатьев çулсерен ирттерекен педагогсен конкурсĕнче çĕнтерекенсене хавхалантарасси çинчен калакан Указа алă пусрĕ. Унпа килĕшÿллĕн "Чăваш Енри çулталăк учителĕ" конкурсра çĕнтерекен 150 пин тенкĕ илет, "Чăваш Ен воспитателĕ" конкурс çĕнтерÿçи – 100 пин тенкĕ, "Класс ертÿçисенчен чи пултарулли" тупăшура мала тухаканни – 50 пин тенкĕ. Шкулсенче çĕнĕ оборудованипе тивĕçтересси малалла пырать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ЧР Президенчĕ 34 шкул директорне вĕр çĕнĕ автобус уççине алăран тыттарчĕ. Кăçал кăна республикăна 64 автобус килмелле, пуçламăш классенчи шăпăрлансене ăс памашкăн автоматизациленĕ 700 ĕç вырăнĕ хатĕрлетпĕр: компьютерсем, сканерсем, принтерсем тата ытти те. Ку чухнехи компьютер хатĕрĕсем тĕп шкулсене, 9 çул вĕренмеллисене, вулавăшсене пыраççĕ. – Çакăн пек техникăпа тивĕçтерни ачасен вĕренÿ пахалăхне ÿстерме пулăшатех пуль ĕнтĕ. – Улшăнусем пурри куçкĕрет. Хальхи вăхăтра шкул ачисен 92,3 проценчĕ ку чухнехи условисенче вĕренсе пахалăхлă пĕлÿ пухать. Çакна шкултан вĕренсе тухакансем пĕрлĕхлĕ экзаменсене ăнăçлă тытни те, Чăваш Ен ачисем олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтерни те лайăх çирĕплетет. Шкул çулне çитмен ачасене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Хальхи вăхăтра республикăра 1-6 çулхи 80,4 пин ача пурăнать, вĕсенчен 55 пин ача пуçламăш пĕлÿ илет. – Владимир Николаевич, шкул çулне çитмен 1,5-3 çулсенчи ачасем пурте ясли-садиксене çÿремеççĕ вĕт-ха. Вĕсене пĕлÿ (хăнăхтару) парассине мĕнле йĕркеленĕ; – ЧР Президенчĕ хушнипе ку тĕлĕшпе темиçе меслетпе усă куратпăр. Чи малтанах çĕнĕ ача-пăча сачĕсем уçатпăр. 2011-2014 çулсенче 24 ясли-садик тата вĕсем çумне хушса 4 çурт тумалла пулать. Иккĕмĕшĕнчен, 20 ясли-садик çуртне çĕнетмелле, ку вара 2890 шăпăрлана садикри вырăнсемпе тивĕçтерме май парать. Правительство йышăнăвне пурнăçласа, палăртнă ĕçсем валли укçа-тенкĕ уйăрасса шансах тăратăп.Виççĕмĕш çул-йĕр вăл – шкулсенче чи кĕçĕннисем валли ятарлă ушкăнсем йĕркелесси. Çак ушкăнсенче пĕрремĕш класа кайма хатĕрленеççĕ вĕт-ха вĕсем. Эпир çавăн пекех килсенчи (çемьесенчи) ача-пăча садикĕсене уçма шутлатпăр. Пĕчĕк тупăшлă çемьесене укçа-тенкĕпе пулăшасси те – пирĕн тивĕç. Ачисене садиксене вырнаçтарайман сахал тупăш илекен çемьесене пулăшассине те пăрахăçлатастпăр. Паянхи куна 3756 çемье пособи илсе тăрать. – "Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен" саккун проекчĕ халăхра чылай ыйту хускатрĕ. Хирĕçле шухăшсем те пулчĕç. Саккуна йышăнни мĕнлерех улшăнусем кÿрĕ; – Чăн та, саккун проекчĕ халăхра нумай ыйту çуратрĕ. Анчах нумайăшĕ пулас улшăнусене ăнланмасăр калаçрĕ. нлантарас килет: вĕрентÿ малашне те тÿлевсĕрех пулĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсен вара хăйсене, ачасене аталантарма майсем ÿсĕç.