26 октября 2011 г.
ШĂМĂРШĂ районĕнчи социаллă пулăшу центрне йĕркеленĕренпе 15 çул çитрĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта унăн пулăшăвĕпе вун-вун çын усă курнă. Ватăсемпе сусăрсене киле пырса хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăмсемсĕр пуçне кунта вăхăтлăх пурăнмаллисене виççĕ йĕркеленĕ: Шăмăршăра – 13-ĕн, Пăчăрлă Пашьелте – 10-ăн, Палтиелте 15 мучипе кинемей тăван кил ăшшине тупнă. Вĕсене пурăнмашкăн мĕн-пур услови туса панă. Кану пÿлĕмĕсенче телевизор пăхма, хаçат-журналăн çĕнĕ номерĕпе паллашма е шашка-шахматла выляма пулать. Кăмăл пур тăк ал ĕçĕпе чуна кантар е хушма хуçалăхра пулăш – чару çук. Палтиелĕнчи ветерансен çуртĕнче, тĕслĕхрен, ĕнепе вăкăр усраççĕ, Пăчăрлă Пашьелте – кайăк-кĕшĕк. Çавна май ватăсен сĕтелĕ çинчен тутлăхлă та шăл çемми апат татăлмасть. Социаллă ĕçченсем аслă ăру çыннисен шăпине çăмăллатассишĕн чун ăшшине те, ырă кăмăлне те шеллемеççĕ.