29 октября 2011 г.
АПРЕЛЬ уйăхĕнче Раççей Правительствин председателĕ Владимир Путин федерацин регионсенчи пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне пулăшмалли программа ĕçлеме пуçлани çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна 2011-2012 тата 2012-2013 вĕренÿ çулĕсенче пурнăçлама палăртнă. Программăна хутшăнма Чăваш Ен те килĕшнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне республика бюджетне федерацин 260358 пин тенкĕ субсидийĕ çитнĕ. Унпа вĕренÿ тытăмне çĕнетме усă курĕç. Программăн тĕп условийĕсенчен пĕри – вĕрентекенсен шалăвĕн вăтам виçине регионти 2011 çулхи пĕрремĕш кварталти экономикăри вăтам ĕç укçипе танлаштарасси. Ун чухне вăл 13095 тенкĕ пулнă, вĕрентекенсен вăтам ĕç укçи – 10557 тенкĕ. Палăртни пурнăçланать-и; Шалу ÿснине вĕрентекенсем хăйсем туяççĕ-и; Шупашкарти 40-мĕш шкулта йĕркеленĕ "çавра сĕтелре" педагогсем çак тата ытти нумай ыйтăва хускатрĕç. – Чăваш Ен ертÿлĕхĕ Раççей Вĕренÿ тата ăслăлăх министерствипе килĕшÿ çирĕплетнĕ чухне палăртнине октябрь уйăхĕччен пурнăçлама шантарнă, – терĕ вĕренÿ министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева. – 2011 çулта шкулта тата садикре ĕçлекенсен ĕç укçине виçĕ тапхăрпа ÿстерме йышăннă. Июнĕн тата октябрĕн 1-мĕшĕнчен учительсем çеç мар, бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен должноç оклачĕсем 6,5 процент хăпарчĕç. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчи ÿсĕм вĕрентекенсене кăна пырса тиврĕ. Ун чухне ĕç укçин фончĕ 14,7 процент пысăкланчĕ. Хушма укçана педагогсене ĕç пахалăхĕшĕн, хăвăртлăхĕшĕн е ытти паха еншĕн хушса парассине шкулсем хăйсем палăртаççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнчен окладсене тата 6,5 процент ÿстерме йышăннă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле вĕрентекенсен тата экономикăри вăтам шалу виçин шайлашăвĕ 106 процентпа танлашĕ. Вĕрентекенĕн вăтам ĕç укçийĕ – 13900 тенкĕпе. Ку кăтарту "кашниех çакăн чухлĕ илĕ" тенине пĕлтермест. Ÿсĕм пурин те пĕр пек мар. Кам ытларах ĕçлет, пысăк çитĕнÿсем тăвать – çавăн, паллах, пысăкрах. Ĕç пахалăхне тата кăтартăвне шута илсен пĕрин шалăвĕ 10 процент ÿсет, теприн 20 процентпа танлашма пултарать. Республикăри пĕтĕмĕшле ÿсĕм 30 процентран кая мар пулмалла. Вĕрентекен шалăвĕ окладран кăна тăмасть. Унта стажшăн, патшалăх наградисемшĕн, сехетсемшĕн хушса тÿлени, уйрăм çынна пырса тивекен коэффицент кĕрет. – Шкулта нумай çул ĕçлекен тата тин вырнаçнă çамрăк специалистăн вăтам ĕç укçи мĕн чухлĕ пулĕ; – кăсăкланчĕç журналистсем. Хурав татăклă та уçăмлă пулчĕ. – Тĕслĕхрен, пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенĕн стажĕ 12 çул, патшалăх награди пур. Эрнере 22 сехет вĕрентет. Сентябрь уйăхĕнчи оклачĕ 4335 тенкĕ. Стажшăн окладăн 25 процентне (е 1083,75 тенкĕ), категоришĕн 15 процентне (е 650,25 тенкĕ) хушаççĕ. Çапла майпа должноç оклачĕ 6069 тенкĕ пулать. Вĕрентекенĕн сехечĕсем нормативпа пăхнинчен ытларах пулнăран ăна тата 1348,67 тенкĕ хушса параççĕ. Пĕтĕмпе 7417,67 тенкĕ пулчĕ. Кун çумне наградăшăн 867 тенкĕ, персона коэффиценчĕ 867 тенкĕ, хавхалантаракан пай вăтамран 3500 тенкĕ тата класс ертÿлĕхĕшĕн 1000 тенкĕ хушăнать. Пĕтĕмпе 13650 тенкĕ. Октябрь уйăхĕнче 6,5 процент ÿстерсен унăн шалăвĕ 14 пинрен те иртет. – Ĕç укçи малашне те ÿсĕ. Çĕр-шыв правительстви педагогсен тупăшне килес çулсенче те пысăклатма тĕллев лартнă, – терĕ юлашкинчен Н.Дмитриева министр çумĕ.