29 октября 2011 г.
1.Сывлăха сыхлас ĕç РАЙОН çыннисене Шăмăршăри тĕп больница медицина пулăшăвĕ парать, кунти поликлиника сменăра 450 çынна, хĕрарăмсен консультацийĕ 30 çынна йышăнма ĕлкĕрет. Стационарта 46 çын талăкĕпех тата 26 çын кăнтăрлахи вăхăтра, поликлиникăра 17 çын кăнтăрлахи вăхăтра выртса сипленме пултараççĕ. Районти ялсенче пĕтĕмĕшле врач практикин 5 уйрăмĕ ĕçлет, вĕсенче 5 врач вăй хурать. Кунсăр пуçне 13 фельдшерпа акушер пункчĕ те сывлăх хуралĕнче тăрать. "Сывлăх" наци проектне пурнăçласа, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта врач терапевтсене, участокра врач педиатрсене, пĕтĕмĕшле врач практикин врачĕсене тата çак категорири медицина сестрисене ĕçшĕн хушса тÿлеме 1 миллион та 80 пин, фельдшерпа акушер пункчĕсенче тата васкавлă медицина пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсене хушса тÿлеме 244 пин тенкĕ, халăха диспансеризацилеме – 214 пин тенкĕ, "Ача çуралсан паракан сертификат" программăпа килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕ пама – 405 пин тенкĕ, халăха хушма иммунизаци витĕр кăларма 123 пин тенкĕ тăкакланă. 2006-2009 çулсенче больницăн хирургипе терапи уйрăмĕсене тата поликлиникăна анлăн реконструкциленĕ. 2010 çулта Карапай Шăмăршăри фельдшерпа акушер пунктне тата Пăчăрлă Пашьелпе Палтиел ялĕсенчи пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕсене тĕпрен юсанă. Кăçал вара больницăри ача-пăча уйрăмĕн, Виçпÿрт Шăмăршăри фельдшерпа акушер пункчĕн тата Чукалти пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕн çурчĕсене çĕнĕ сăн илемлетрĕ. Модернизаци программипе 5 персональнăй компьютер туяннă, электронлă регистратура ĕçлет. Врачсен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. 2.Çынсене ĕçпе тивĕçтересси ÇЫНСЕНЕ ĕçпе тивĕçтерес çивĕч ыйтăва татса парасси – çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ пирĕн районта республикăри яллă районсем хушшинче чи пĕчĕккисенчен пĕри. Кăçал кăна 51 çын предприниматель пулса харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе янă. Ĕçсĕр тăрса юлнă 96 çынна хăйсен ĕçне йĕркелеме патшалăх 5,5 миллион тенкĕ укçа уйăрни те – пысăк çăмăллăх. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 391 çемье килти хушма хуçалăха аталантарма 75,8 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ, "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ĕçлеме пуçланнăранпа вара районта пурăнакан 3270 çын 514, 738 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе хушма хуçалăха аталантарнă. "Ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла мар", – тет Михаил Васильевич Игнатьев Президент. Пирĕн районта пурăнакансем те çапла шутлаççĕ. Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх те аталанса пырать. Хальлĕхе вĕсем 498,çав шутра – 142 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Пĕчĕк предпринимательлĕхре 1277 çын ĕçлет. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма 5 миллион тенкĕ грант укçипе Шăмăршăра бизнес-инкубатор уçнă. Вăл тин çеç ĕçе пуçăнакан предпринимательсене офис пÿлĕмĕсене арендăна парать. Çавăн пекех хура тула тасатса ĕçе кĕртекен лини туяннă, ăна та çамрăк предприниматель арендăна илнĕ. Шăмăршăра çĕнĕрен 3 суту-илÿ объекчĕ туни те тата 15 çынна ĕçпе тивĕçтерме май парĕ. 3. Пурăнмалли çурт-йĕр НАЦИ проекчĕпе килĕшÿллĕн финанссен тĕрлĕ çăл куçĕсенчен районта 15000 тăваткал метр е кашни çын пуçне 1 тăваткал метр çурт-йĕр тумалла. "Яла 2013 çулччен аталантарасси" федерацин тĕллевлĕ программине тата "Çамрăк çемьесене 2002-2015 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕрпе патшалăх енчен пулăшасси" республика программине пурнăçлама 2011 çулта район бюджетĕнчен 9 миллион та 541 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Кăçал "Яла 2013 çулччен социаллă аталантарасси" федерацин тĕллевлĕ программипе ултă çамрăк специалист 3 миллион та 637 пин тенкĕ социаллă пулăшу свидетельствине илнĕ. Çавăн пекех 3 тăлăх ачан çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республика бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 25 участникĕпе фронтра вилнисен арăмĕсем пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç, кăçал тата 12-ĕшĕ хăтлă çуртсенче пурăнма пуçлать. 4.Ача сачĕсем РАЙОНТА 1,5 – 6,5 çулхи ачасен 63,1: (республика ялĕсенчи вăтам кăтарту – 48,5:) ача сачĕсене çÿрет. Çапах та 273 ача черетре тăрать-ха. Кăçал çĕнĕрен виçĕ группа уçма май килнĕ. Ĕçлекен группăсене туллилентерсе тата 75 хушма вырăн тупнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче шкул умĕнхи хатĕрленĕвĕн тепĕр икĕ группине уçма, тата 20 ачана садикри вырăнпа тивĕçтерме палăртнă. Ача сачĕсенчи черете чакарма Шăмăршăри вăтам шкулти пуçламăш классен çуртне çĕнетсе урăхлатни нумай пулăшĕ. Çак тĕллевпе 90 вырăнлă хушма çурт тумалла. 52,2 миллион тенкĕлĕх проектпа смета документацийĕ хатĕр, 2012 çулта çивĕч ыйту ăнăçлă татăласса шанма пулать. 5.Çул тăвасси ЯЛСЕН сăн-сăпачĕ çĕнелни, кермен пек çуртсем çĕкленни, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени çамрăксене ялта çирĕплетсе хăварма пулăшĕ. Юлашки çулсенче кăна районта 37,508 километр асфальт çул тунă. Хальхи вăхăтра чи аякри пĕчĕк ялсене те хуть те мĕнле çанталăкра та çăмăл автомашинăпа çитме пулать. Район центрĕнче çул тума кăçал республика бюджетĕнчен 8 миллион тенкĕ уйăрса панă, çитес çул та çакăн чухлех уйăрма шантарнă. Кашни ялтах çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать. 6.Физкультурăпа спорт, культура РАЙОНТА 47 спорт сооружениийĕ пур, вĕсем харăсах 1223 çынна йышăнма пултараççĕ. 2010 çултанпа Шăмăршăра "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлет. Кунта сывлăха çирĕплетме условисем хуларинчен пĕрре те кая мар. Районта 32 культура учрежденийĕ ĕçлет. Пур библиотека та тĕслĕхлĕ шутланать, çавăн пекех Шăмăршăри культура ататланăвĕн центрне, Пуянкассинчи тата Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕсене те модернизациленĕ. 2012-2013 çулсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Кивĕ Чукалти тата Палтиелĕнчи Культура çурчĕсем те тĕслĕхлисен шутне кĕрĕç.