Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе – çĕкленÿллĕ кăмăлпа

29 октября 2011 г.

ШĂМĂРШĂРИ Александр Ичанкин пĕчĕкренех футболла, волейболла, баскетболла выляма, спорт утăмĕпе хăвăрт утассипе ăмăртма юратнă. Анчах та çитĕнсе çитсен хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕ ачасене спорта юратма вĕрентессипе, тренер-преподаватель пулса кĕрешÿçĕсене хатĕрлессипе çыхăнса каясси пирки шутлама та пултарайман. 1979 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Саша Ульяновскри автозавода фрезеровщика ĕçе вырнаçнă, хулари Спорт Керменĕнче дзюдопа самбо секцине çÿреме тытăннă. – Кĕрешĕвĕн çак енĕсем мана тÿрех килĕшрĕç, – каласа парать Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ А. Ичанкин. – 1981-1983 çулсенче çыхăну ротинче çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра дзюдопа самбо мелĕсемпе кĕрешессипе хам виçере полкра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕм. Ку, паллах, мана спорт "юхăмне" кĕртсе ячĕ, хавхалантарчĕ. Салтак аттине хывсан Саша Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕн хăма çуракн цехĕнче рабочи пулса тăрăшнă, пĕр çулталăкран Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ. Хулари Спорт Керменĕнче дзюдопа самбо ăсталăхне малалла туптанă. 1986 çулта диплом илсен хастар çамрăка хамăр районти комсомол райкомне инструктор пулма чĕнсе илнĕ. Александр Михайлович районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пĕрлех обществăлла майпа дзюдопа самбо секцийĕн ĕç-хĕлне те илсе пынă. 1988 çултанпа вара пĕр улшăнми çак секцин тренер-преподавателĕнче тăрăшать. А.Ичанкин юратнă ĕçре çулран-çул чун хĕрÿлĕхĕпе вăй хурать, ачасен кĕçĕн, вăтам тата аслă ÿсĕмĕсенчи ушкăнсемпе республикăра та курăмлă результатсем тăвать. Тĕрлĕ çулсенче А.Филиппов, Владимирпа Андрей Удинсем, О.Васильев, В. Пименов, Алексейпа Евгений, Николай Кузьминсем, В.Каримов, А. Хлюкин, А.Николаев, А.Воробьев, А.Славницкий, М.Сетнеров, Е. Юмановпа А.Юнкеров тата ыттисем те хăйсен виçисенче Чăваш Республикин чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Юлашки çулсенче кăна акă Д.Галкин, Р.Кудряшов, А Мадюкин, М.Попов, Н.Шиллер республика чемпионĕн медальне тивĕçнĕ. Тĕрлĕ çулсенче С.Мутов, А.Петров, А.Воробьев, М.Попов, М.Сетнеров, Н.Шиллерпа А.Юнкеров дзюдопа самбо мелĕсемпе кĕрешсе Раççей турнирĕнче те призлă вырăнсене тухнă. Çак чаплă спорт çитĕнĕвĕсенче А.Ичанкин тренер-преподавателĕн професси ăсталăхĕ, ĕçри хастарлăхĕ яр-уççăн палăрать. (Вăл заочнăй майпа пединститутăн физвоспитани уйрăмне пĕтернĕ.) 2010-2011 вĕренÿ çулĕсенче вĕреннисем хушшинчи республика Спартакиадинче А.Ичанкин ертсе пыракан районти команда республикăри хуласемпе районсен командисем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. (Дзюдо, самбо, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе). А.Ичанкин – чăвашсен кĕрешÿ меслетне республикăра чи малтан "Акатуй" программине кĕртнĕ тренерсенчен пĕри. Александр Михайлович çавăн пекех иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче вăрман хуçалăхĕнче ("Лесник") тата райцентрти çамрăксенчен ("Тайфун") футбол командисем йĕркелесе янине, вĕсем çав тапхăрта республикăра та малти вырăнсене йышăнса пынине те асăнма кăмăллă. Ĕçне кура – хисепĕ. Александр Михайлович – Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн отличникĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕрентÿпе наука министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Октябрĕн 27-мĕшĕнче А.Ичанкин çуралнăранпа 50 çул çитрĕ. Çак ятпа ăшшăн саламланă май, Александр Михайловича çирĕп сывлăхпа тулли телей, тренер ĕçĕнче малашне те курăмлă ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика