Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче чемпионачĕн призерĕ

02 ноября 2011 г.

ЭСТОНИРИ Маарду хулинче çак кунсенче кире пуканне çĕклекенсен Пĕтĕм тĕнчери чемпионачĕ пулса иртнĕ. Унта пирĕн республикăран пилĕк спортсмен, çав шутра Шăмăршăра пурăнакан тĕнче тата Европа чемпионĕ Владимир Шуряков та хутшăннă Владимир Петрович унта яланхи пекех лайăх результатсем кăтартнă. 60 çулти тата аслăрах ÿсĕмри ветерансем хушшинче пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр кире спорчĕн икĕ енĕпе вăй виçсе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, кĕмĕл медале, чемпионат символĕн статуэткине тивĕçнĕ. Тĕнче чемпионатне кайса килме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Владимир Шуряков Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне А.В. Максимова, "Шанс" ООО директорне В.П. Еремеева, полицин районти уйрăмĕн начальникне К.С. Махмутова, Шăмăршăри сĕт-çу завочĕн директорне Ш.М. Хакимова, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕн директорне С.А. Галкина, "Тав" суту-илÿ фирмин представительне А.П. Куликова чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав тăвать, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика